Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ачасем! Хисеплӗ вӗрентекенсем тата ашшӗ-амӑшӗ!

 

Сире Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа  пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп!

Вӗренӳ ӗҫӗ яланах патшалӑхӑн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пул­нӑ, ку вӑл халӗ те ҫаплах. Юлашки ҫулсенче ун валли палӑртакан тӑкаксен статйи чи пысӑкки шутланать: паян вӑл Чӑваш Ре­с­публикин пӗрлеш­тер­нӗ бюдже­чӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне яхӑн.

Кӑҫал шкулчченхи вӗренӗве ҫӗнетмелли питӗ пысӑк программӑна пурнӑҫласси вӗҫленет. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем курӑмлӑ – ачасем валли 22 пине яхӑн ҫӗнӗ вырӑн уҫнӑ, шкулчченхи вӗренӗвӗн ку чухнехи инфра­ты­тӑмне йӗркеленӗ. Ача сачӗсенче бассейнсем, хальхи вӑхӑтри интер­активлӑ хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатнӑ физкуль­турӑпа музыка залӗсем, ӑс-пуҫа кантармалли тата логопед пулӑшӑвӗ паракан пӳлӗмсем, тӑ­варпа сип­лекен шах­тӑсем, саунӑсем, фитобарсем, автохуласем тата ыт.те пур.  

Палӑртма кӑмӑллӑ: пирӗн республикӑра тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ шкул ачисен йышӗ пысӑкланать. Кӑҫал 13 пине яхӑн ачашӑн йӗс шӑнкӑрав  пуҫласа янӑрать. Ҫак ырӑ туртӑма шкул инфратытӑмне ата­лан­тарнӑ чу­х­не шута илӗпӗр.

Шкула пуҫласа каякан ачасемшӗн пӗрремӗш вӗренӳ ҫулӗ яланах чи пӗлтерӗшли шутланать. Вӑл мӗнлерех йӗркеленни, мӗнле пу­лӑм­­сем­пе асра юлни тата мӗнлерех кӑмӑл-туйӑм парнелени ытларах чухне ка­шни ачан пуласлӑхӗн ӑнӑҫлӑхне палӑртать. Кунта вӗрентекен пӗлте­рӗ­шӗ малти вырӑна тухать, ун умӗнче паян принциплӑ урӑх тӗллевсем тӑ­раҫҫӗ: вӗсен шутне пӗлӳ пани кӑна мар, малашнехи пурнӑҫра кашни ач­ах хӑ­йӗн ӑс-ха­лӗпе туллин усӑ курма пултартӑр, ҫӗршывшӑн тивӗҫлӗ гражданин пулса ҫитӗнтӗр тесе ӑна ӑс пухма вӗрентесси те, унӑн пул­тару­лӑхне май килнӗ таран ытларах уҫма пу­лӑ­шасси те кӗреҫҫӗ.

Республикӑра ҫакӑн валли пӗтӗм майсем пур. Мӗнпур шайри  вӗ­ре­нӗве пӗрлештерсе тӑракан професси суйласа илмелли тухӑҫлӑ ты­тӑм туса хунӑ, ӗҫ профессийӗсем тупма пулӑшакан нумай профильлӗ цент­р­­­­сем уҫнӑ. Ҫакӑ ачасене ҫамрӑклах тӗрлӗ професси вӑрттӑнлӑхӗпе пал­­­­­­лашма тата хӑйсемшӗн ӑна тӗрӗс суйласа илме, професси вӗре­нӗ­вӗн ты­тӑмне вара пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем ха­тӗр­леме мал ӗмӗт­лӗ студентсене вӗ­ренме йышӑнма май парать.

Шанатӑп: эпир пӗрлехи вӑйпа малашне те, кашни хӑй вырӑнӗнче кирлӗ пек ӗҫлесе, вӗренӳ ты­тӑ­мӗшӗн, кашни вӗренӳ учрежденийӗшӗн, вӗ­­­рен­­текенсемшӗн, ачасем­­пе вӗ­сен ашшӗ-амӑшӗшӗн нумай ӗҫ тума пул­­­­тарӑпӑр.

Пӗтӗм чунтан ҫамрӑк ӑрӑва пӗлӳ тӗнчинче кӑсӑк ҫул ҫӳрев, вӗрен­те­­кенсене, воспитательсемпе преподавательсене – хастар кӑмӑл тата ҫи­­рӗп сывлӑх, ашшӗ-амӑшне вара – пысӑк ӑспа чӑтӑмлӑх сунатӑп.

Пӗлӳ кунӗ ячӗпе сире!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

 тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                              М.Игнатьев



01 сентября 2015
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter