Михаил Игнатьев студентсене Пĕлӳ кунĕпе саламланă

 Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Пĕлӳ кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятисене хутшăннă. Чи малтан вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулнă, тĕп корпус умĕнче ирттернĕ линейкăна хутшăннă. Асăннă пулăма студентсемпе преподавательсем, ашшĕ-амăшĕсем пухăннă. Университетăн ректорĕ, Чăваш Республикинчи аслă шкулсен ректорĕсен канашĕн председателĕ  Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче ЧПУ куçăм вĕренӳ пайне икĕ пин ытла яш-кĕрĕм вĕренме килнине палăртнă, вĕсенчен 22 проценчĕ ылтăн медале тивĕçнисем, ППЭ вăтам кăтартăвĕн шайĕ те куçкĕретех ӳснине палăртнă. Студентсене саламланă май, Михаил Игнатьев çамрăк чухнехи студент пурнăçĕ çав тери илемлĕ тапхăр, çав вăхăтрах студентсемшĕн яваплă вăхăт пулнине те палăртнă. Малашлăх çул-йĕрĕ çине тăма тарăн пĕлӳ илме тăрăшмаллине каланă. Аслă шкулсенчен вĕренсе тухсан, студентсем хăйсене валли регионта ĕç вырăнĕ тупма пултарнине уйрăммăн палăртса хăварнă. «Чăваш Республикин патшалăх политики çамрăксене хăйсене тĕллĕн аталанса пыма витĕм кӳресси. Юлашки çулсенче республика экономикине 130 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă. Çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçăлаççĕ, 12 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленнĕ. Раççейри регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республика инвестици явăçтарас ĕç кăтартăвĕпе чи ăнăçлă ĕçлекен вунă регион шутне кĕнĕ тата çĕнĕлле ĕçлесе пыракан чи лайăх пиллĕк регион шутне кĕни те пурне те малалла ăнтăлма хавхалантарса пырать. Малашне те пирĕн республикăра инвестици хывас текенсен шучĕ куçкĕретех ӳссе пырассине шансах тăратпăр. Апла пулсан, каллех çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕç», - палăртнă Михаил Игнатьев. Студентсен ячĕпе экономика факультетĕнче пĕрремĕш курсра вĕренекен Илья Александров тата юридици факультетĕнче пĕрремĕш курса вĕренме килнĕ Полина Яковлева хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ: «Пирĕншĕн вĕренӳ малти вырăнта пулĕ», - тесе шантарнă çамрăксем. Çак кун Туслăх монуменчĕ  тата Аслă вĕрентекенĕмĕр, çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă. Палăртма кăмăллă, Чăваш патшалăх университечĕ - республикăри чи пысăк вĕренӳ заведенийĕ, нумай профильлĕ аслă шкул. ЧПУ - Чăваш Республикинчи чи пысăк ăслăлăхпа вĕрентӳ центрĕ. Кунта 1081 преподавательпе сотрудник, çак шутра наукăн 135 докторĕ, наукăсен 571 кандидачĕ, вăй хурать. Университетра 22 ăслăлăхпа педагогика шкулĕ, 6 диссертаци канашĕ, аспирантура тата докторантура ĕçлет. 100 кафедрăра, 22 лабораторире ăслăлăх тĕпчевĕсем ирттереççĕ. РФ Вĕрентӳ тата наука министерстви университета тăватă çул умлă-хыçлă тухăçлă аслă шкулсен йышне кĕртнĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕнче Михаил Игнатьев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсене халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Аслă шкулăн ректорĕ Борис Миронов пĕрремĕш курса вĕренме килнисене ырă суннă. «Эсир пурнăçри тĕп утăмсенчен пĕрне паян турăр. Малашлăх валли професси суйласа илнĕ. Эпир, вĕрентекенсем, сире тарăн пĕлӳ пама тăрăшăпăр. Çĕршыва юрăхлă специалистсем хатĕрлеме хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелĕпĕр», - палăртнă вăл.  Регион ертӳçи Михаил Игнатьев Пĕлӳ кунĕпе уява пухăннисене саламланă.  «Паянхи пурнăçра учитель пур тытăмра та ĕçлеме пултарать.  Анчах та тĕп тĕллевсенчен пĕри – ачасене тĕрĕс çул çине тăма вĕрентесси, тарăн пĕлӳ парасси, тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентесси», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Регион ертӳçи  И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ пĕтĕмĕшле истори уйрăмĕн кафедрин профессорне Тихон Сергеева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хисеп грамотипе чысланă. Преподаватель университетран 1960 çулта вĕренсе тухнисен ячĕпе саламланă.  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн сумлă ветеранĕ  Дмитрий Егоров хăйĕн сăмахĕнче учитель ĕçĕнче 50 çул тăрăшнине асăннă. Анчах вĕренме килнĕ студентсене ăнăçусем суннă, аслă шкула, вĕрентекенсене  нихăçан та манмалла марине каланă. Шупашкарти коопераци институтĕнче савăнăçлă уява регион ертӳçи хутшăннă.  Институтăн ректорĕ Валерий Андреев аслă шкулăн çитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăнă. Аслă шкула РФ 21 регионтан студентсем вĕренме килнине палăртнă, çавăн пекех ют çĕршывсенчен те студентсем пулнине каланă. Михаил Игнатьев кунта вĕренекенсене саламланă май, вĕренӳ приоритетра пулмаллине палăртнă. «Сирĕн çине пысăк яваплăх тиенет. Пуласлăх сирĕнтен те нумай килет», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Савăнăçлă уявра вĕрентекенсемпе студентсене наградăсем парса хавхалантарнă. Михаил Игнатьев студентсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă. Паянхи студентсене ĕç вырăнĕ, республикăн аталанăвĕ кăсăклантарнă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Института йĕркелесе янăранпа пурĕ 30 пин ытла специалиста хатĕрлесе кăларнă. Кăçалхи çул пĕрремĕш курса 800 çын вĕренме килнĕ. Пĕтĕмпе аслă шкулта  4 пин ытла студент вĕренет. Института вĕренме килес текенсем малалла та хăйсен вĕренӳ ĕç хучĕсене тăратма пултараççĕ. Тĕплĕнрех 



01 сентября 2015
17:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter