Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «АККОНД» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе Валерий Ивановпа тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «АККОНД» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе    Валерий Ивановпа тĕл пулнă. Валерий Иванов регион ертӳçине предприятин малашнехи тĕллевĕсем пирки каласа кăтартнă. Малтанхи хаклав тӑрӑх, 2015 çулта производство калӑпӑшӗ 20 процента çити ӳсессине тата 8 млрд. тенке ҫитессине палăртнă. Кунта туса кӑларакан канфет-премӗк ҫывӑхри тата аякри ют çĕршывсене ытларах та ытларах саланать. Крымри суту-илӳ лавккисене, сӑмахран, кашни уйӑхра 50-60 тонна таран пылак çимĕç ăсатаҫҫӗ. «7 уйăх кăтартăвӗсене илес пулсан, фабрикăн ӳсĕмӗсем куçкĕрет. Предприятире ĕçлекенсен шучĕ чакман, çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ. Лару-тăру хальлӗхе йӗркеллех», - тесе пĕлтернĕ Валерий Иванов. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «АККОНД» акционерсен обществи Чăваш Енри пысăк предприятисенчен пĕри пулнине асăннă. Кунта хатӗрлесе кăларакан таварсене пирĕн çĕршывра анчах мар, ют çĕршывсенче те хапăл туса йышăннине каланă. Па­халăх енчен те пылак çимĕçсем пурин кăмăлне те каяççĕ, тивĕç­те­реççĕ. Хальхи вӑхӑтра «АККОНД» темиҫе предприятие: канфет-премӗк производствине, фир­ма лавккисен сетьне, транспорт компанине тата ял хуҫалӑх предприятине пӗрлештерсе тӑракан холдинг шутланать. Предприяти хӑйӗн производство хӑватне кашни ҫулах вӑтамран 15 процент чухлӗ ӳстерсе пырать. Тĕплĕнрех



01 сентября 2015
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter