Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна Чăваш Ен Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе ирттернĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе пурнăçланă мероприятисем пирки  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн доклад тунă. Министр палăртнă тăрăх, регионта çĕнĕ вĕренӳ çулне пур шкулсем те хатĕр. Кăçалхи çул вĕренӳ тытăмне пурĕ 1,1 млрд тенкĕ укçа-тенкĕ хывнă. Республикăра шкул çулне çитмен ачасен вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен модернизациленĕ, вĕсене валли 512 млн., шкулсене реконструкцилеме тата строительство ĕçне пурнăçлама 165 млн, тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерме 263 млн., тĕрлĕ вĕренӳ хатĕрĕсене, шкул автобусĕсене туянма 247 млн. тенкĕ тăкакланă. Шкул ачисен шучĕ ӳсни сисĕнет, классем пĕтĕмпех тулса çитнĕ. Уйрăм шкулсенче ачасем иккĕмĕш сменăна вĕренме çӳреççĕ. 2016 çулта палăртнă ыйтăва татса парас тĕлĕшпе патшалăх программине килĕшӳллĕн, хальхи пурнăçпа тӳр килекен шкулсем хута яма палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ачасен çуллахи канăвĕпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Министр палăртнă тăрăх, кăçал пурĕ лагерьсенче 78 пин ача каннă. Ачасен канăвне йĕркелеме 333 млн. тенкĕ тăкакланă, учрежденисен пурлăхпа техника базине пуянлатма 60 млн. тенкĕ пĕтернĕ. Лагерьсенче ачасем чирленĕ тĕслĕхсем пулманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çуллахи кану лагерьне республикăра  виçĕ муниципалитетра йĕркелемен. Çĕрпӳри Пысăк Çавал тăрăх иртекен  М-7 «Волга» кĕпер пирки ыйтăва хускатнă. Халĕ асăннă объектра «Башкиравтодор» АУП субподрядлă организаци ĕçлет, унта куллен 63 çын, 33 ятарлă техника хатĕрлесе тăратнă. Строительство хатĕрĕсем çителĕксĕр пулнине кура, объекта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма май килмен, тен лайăх ĕçлесе кайсан авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне хатĕр те пулĕ. Канашлура Шупашкарти Дементьев урамĕнчи 2-мĕш çуртра пурăнакан халăхсем ыйтса çырнă çыру пирки сăмах пуçарнă.  «СУОР» ТМЯП хута янă объекта 256 çынна пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков çурта кирлĕ пек хута яманни пирки специалистсем тухса тĕрĕсленĕ хыççăн çирĕплетнине асăннă.  Тĕрĕслеве Ленин районĕнчи Прокуратура ĕçченĕсене те явăçтарнă пулнă. Объекта хĕллехи вăхăтра хăпартнине кура, кăлтăксем юлнă. Подрядчик палăртнă çитменлĕхсене авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пĕтерме шантарнă. Кану кунĕсенче пулса иртнĕ инкексем пирки те сăмах пуçарнă. Чăваш Енри ГКЧС Председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Çĕрпӳре подвалта инкек пулнине, çĕр улмине хĕллене хатĕрленсе антарнă вăхăтра пĕр харăсах тăватă çын сарăмсăр вилнине пĕлтернĕ. Маларах кил хуçисем пахча-çимĕçе упрамалли вырăна тĕпрен юсанă пулнă, сăрланă, анчах та  технологине пăхăнманни пăшăрхантарать. Пухăннă тĕрлĕ газ шăрши саланса пĕтменнине кура, кил хуçисене инкек илсе килнĕ.  Çак кун Куславккара та тепĕр сарăмсăр пăтăрмах пулнă. Харăсах виçĕ машина пĕр-пĕринпе çапăннă, ултă çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă, пĕри аманнă. Çынсем пурте Тутарстан Республикинчен пулнă. Михаил Игнатьев çулсем çинче асăрханмалли пирки час-часах халăха тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерсе тăмаллине асăрхаттарнă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников хăйĕн сăмахĕнче кăçал çурла уйăхĕн 17-28-мĕш кунĕсенче инвалидсен хушшинче çуллахи тапхăрпа ирттернĕ пĕтĕм Раççейри 2-мĕш Спартакиадăн пĕтĕмлетĕвĕ пирки тĕплĕн каласа хăварнă. Мероприятинче Раççейри 51 регионтан спортсменсем килсе çитнĕ. Ăмăртусенче Мускавсем пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕшне Санкт-Петербургсем, виççĕмĕшне Пушкăртстан Республикисем тивĕçнĕ. Чăваш Ен команди 17-мĕш вырăна тухнă. «2011 çулта Мускавра пĕрремĕш хут ирттернĕ Спартакиадăра Чăваш Ен ушкăнĕ 32-мĕш вырăнта пулнă, кăçалхи çитĕнӳ куçкĕретех», - палăртнă министр. Çакнашкал мероприятисем ирттерни республикăшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, социаллă эффект хăвараççĕ. Раççей Спорт министерстви çак палăртнă мероприятине йĕркелесе ирттерме 28 млн. тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ регион ертӳçи.



01 сентября 2015
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter