Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсен канашĕсен председателĕсемпе тĕл пулнă

 Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсен канашĕсен председателĕсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин  вице-премьерĕ – строительство министрĕ Олег Марков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă. Активистсене Михаил Игнатьев хăйсен тăван хулине юратса, уншăн тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тунă. «Шăпах та ЖКХ тытăмĕнче йĕркелĕх эсир çирĕп тĕрĕслесе пыниĕнчен те нумай килет. Тепре чухне пурнăçри чи кирлĕ ыйтусене те эсир хутшăннине кура, вăхăтра тата эффективлă татса пама май пулать», - тесе палăртса хăварнă регион ертӳçи. Юлашки çулсенче хулана аталантарма сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине асăннă. Харăсах темиçешер пĕчĕк районсем, ача сачĕсем, спорт сооруженийĕсем çĕкленсе лараççĕ, инфратытăм пĕтĕмпех çĕнелнĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен таврашĕнче тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Çĕнĕ Шупашкар хитреленсе ӳссе пырать. Коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тарифсем пирки те калаçу пуçарнă. Чăваш Енре лару-тăру питĕ аван, ытти регионсемпе танлаштарсан чи пĕчĕк хаксем пирĕн тăрăхра. Сахал тупăшлă çемьесене пулăшу кӳрес тĕлĕшпе те, çĕршыври кризиса пăхмасăрах, республика хыснинче çулсерен укçа-тенкĕ ӳстерсе уйăрса хăварнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Пĕлтĕрхипе танлаштарсан пулăшусене  20 процента çити хăпартнă. Алла Самойлова  министр хăйĕн сăмахĕнче Çĕнĕ Шупашкара  кăçал 9 врач ĕçлеме килнине асăннă. Пухăннисем хулан пуласлăхĕ пирки канашланă. Çĕнĕ Шупашкарăн Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Добрянская Михаил Игнатьева хулана юлашки çулсенче уйрăмах пысăк витĕм кӳнĕшĕн, аталанма пулăшнăшăн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. Ангелина Любимцева хăйĕн сăмахĕнче хулара нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелес патшалăх программи курăмлăн пурнăçланнăшăн хĕпĕртесе хăй савăнăçне пĕлтернĕ, республика ертӳлĕхне тав тунă. «Хулара çынсене валли пур условисем те çителĕклĕ. Çуртсем тирпейлĕ, илĕртӳллĕ курăнаççĕ. ТОС тата республика ертӳлĕхĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлени куçкĕретех», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăснă май. Елизавета Ноговицина çуртсем таврашĕнче ачасене вылямалли ятарлă вырăнсем пулнăшăн хĕпĕртенĕ. «Ачасем савăнаççĕ, урамран киле те кĕресшĕн мар. Çав тери илемлĕ вырăнсем, темĕн те пур», - тенĕ вăл.  Иван Доронина вара çулсем паха пулни савăнтарать. Уншăн вăл республика ертӳлĕхне тав тунă. Канашлура кашни хăйĕн савăнăçĕ пирки  каласа панă. Пурне те итленĕ хыççăн, Михаил Игнатьев вĕсене малашне те хула пурнăçĕшĕн савăнма пĕлнĕшĕн чĕререн ырланă. Тĕплĕнрех



01 сентября 2015
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter