Ветерансем ялан стройра

  Иртнĕ кунсенче районти пысăк йыш, вăл шутра  пенсионерсен пĕрлĕхĕ,  ветерансен канашĕ тата ял хуçалăх ĕçĕнчи ветерансен районти канашĕ, çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательство канашĕн активлă членĕсем пĕрле пухăнса канашларĕç. Сÿтсе явмалли вара сахал мар.  Ветерансем питĕ активлă çынсем, тивĕçлĕ канура пулин те, район  шăпи кăсăклантарать вĕсене. Епле-ха унсăрăн, паянхи район сăн-сăпачĕ, ÿсĕмлĕ ĕç-хĕл шăпах вĕсен тивлечĕпе пулнă та ĕнтĕ. Çакна эпир район тăрăх çÿренинчен те куртăмăр. Ахальтен мар ĕнтĕ ветерансене паянхи ĕçченсем ырăпа кĕтсе илчĕç, вĕсем хывнă никĕс  куç умĕнче пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕпе, умри тĕллевпе паллаштарчĕ.

- Хисеплĕ ветерансем, район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, хăвăр сĕнĕвĕрпе, пуçарулăхпа чылай ĕç вăя кĕртме пулăшнăшăн тав тăватăп. Сирĕн канаш кирек хăçан та вырăнлă, малашне те сирĕн шухăш-кăмăлăра шута илсе тăрăпăр, - терĕ Владислав Кириллович  ветерансене тухăçлă ĕç-хĕлшĕн тав тунă май.

 Чи малтанах сумлă делегаци «Моргаушская» строительство организацийĕ Муркашри Парковая урамра çĕклекен черетлĕ çурт-йĕрте ĕç-хĕл епле пынипе паллашрĕ.  Ун хыççăн Лантăшри «ДСМ» заводра пулчĕ, вĕсем малтанхи «Сельхозхими» предприяти вырăнĕнче тĕпленнĕ.  Кунти ĕç-хĕле йĕркелекен каланă тăрăх пĕр сменăпа тимлеççĕ, шалу укçине вăхăтра тÿлеççĕ,  пĕтĕмпе хĕрĕхе яхăн çын вăй хурать, пилĕк çул каялла вара алă çын ĕçленĕ. Картишĕнче хатĕр продукци сахал мар. Çак территорире ĕç-хĕл çĕнĕрен чĕрĕлни   ветерансемшĕн чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем те унчченхи производство аталанăвне сахал мар тÿпе хывнă вĕт. Ăнăçлă ĕçлекен предприятие кашнин курас килет, вĕсем район экономикишĕн пĕлтерĕшсĕр мар.

Ĕçлĕ çул çÿрев уйрăмах ветерансемшĕн кăсăклă пулчĕ, вăл Ильинка ял тăрăхнелле тăсăлчĕ. Тахçан малтан сарă тырă ÿснĕ уй-хирте, каярах вара ĕç шавĕ лăпланнă вырăнта пуçаруллă çынсем эпир халиччен курман йышши чĕр-чунсем усраççĕ. 140 гектарлă тÿремре çынран самай çÿллĕ страуссем чупаççĕ. Кунтах Урал тăрăхĕнчен кÿрсе килнĕ ăратлă ытти выльăх ĕрчет. Аякри çынсене пирĕн тăрăхри уй-хир илĕртни, паллах, кăмăллă. Мальчихин хресчен (фермер) хуçалăхĕн генеральнăй директорĕн çумĕ Александр Назаров каланă  тăрăх кунта ĕçлеме пирĕн тăрăхри çынсене явăçтарман, хăйсен çемйисемпе тăрăшаççĕ хуçалăхра. Малтанласа палăртнă тăрăх çитес вăхăтра çак территорире пĕчĕк зоопарк пулмалла, тĕрлĕ йышши чĕр-чун чылай кÿрсе килессине пĕлтерчĕ Александр Юрьевич. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли çĕнĕ комплексра халиччен курманни чылай. Хуçалăх ĕçченĕсем ресурс перекетлеме май паракан  инновациллĕ технологипе анлă усă кураççĕ. Ĕçре çак  мелпе  усă курнин тĕп тĕллевĕ - пĕчĕкрех тăкаксемпе пысăкрах тупăш илесси. Кунта материалсене, ĕç тăкакĕсене,   çын ресурсĕсене   перекетлессипе тухăçлă тимлеççĕ. Ку вăл йăлтах паянхи кун  ыйтăвне тивĕçтерни. Тĕслĕхрен, хĕвел батарейипе  усă курни те пысăк перекетлĕхпе çыхăннă.

Çул çÿрев «Сундырь - Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна çитерчĕ. Кунта тĕрлĕ цехра продукци хатĕрлес хĕрÿ тапхăр пыратчĕ. Асăннă организаци ертÿçи Надежда Дмитриева каланă тăрăх коллективра утмăла яхăн  çын вăй хурать. Çак йыш икçĕре яхăн тĕрлĕ продукци хатĕрлесе кăларать. Тĕслĕхрен, пĕр талăкра кăна премĕк изделине ултçĕр килограма яхăн пĕçерсе кăлараççĕ.

Çакăн пек кун йĕркипе иртрĕ черетлĕ ĕç-хĕл. Кунта вара чи пĕлтерĕшли объектсенче пулса курни мар, икĕ ăру - ветерансемпе çамрăк ăру -  туслă та ĕçлĕ хутшăнăвĕ. Ку енĕпе пирĕн районта чылай çул вăйра тăракан  ырă йăла - аслă ăру ялан хисепре. Çакна çирĕплетекен ĕç сахал мар.     

- Эсир пирĕншĕн ырă тĕслĕх. Сирĕнтен вĕренмелли чылай. Эсир пуçарнă ĕçе малашне те тивĕçлĕ шайра тăсма тăрăшăпăр, - терĕ  предпринимательсен  канашĕн ертÿçи Виталий  Семенов.  

Ял хуçалăх ĕçĕнчи ветерансен районти канашĕн ертÿçи Валерий Вязов çитес вăхăтра пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ. Районта çапла мероприяти ирттернипе чăннипех те кăмăллă пулнине палăртрĕ.

  - Эсир пур енлĕ активлă çынсем, район аталанăвне кашниех пысăк тÿпе хывнă.  Тĕрлĕ шайри мероприятие активлă хутшăнатăр, чылай ĕçре пуçарулăхпа палăратăр. Çамрăк ăрăвăн тата ответлă ĕçченсен хисепĕ яланах тивĕçлĕ шайра пултăр, - терĕ  Валерий Вязов ветерансен пуçарулхăне çÿллĕ шая хурса хакласа. (Муркаш районĕ)

 Фоторепортаж



10 сентября 2015
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter