Шупашкарта Пĕтĕмĕшле практика (çемье) врачĕн çĕнĕ уйрăмĕ уçăлнă

 


Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев  Шупашкарта Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçнă çĕре хутшăннă. Регион ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри – халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме майсем йĕркелесе парасси пулнине каланă. «Паянхи куна республикăра пурĕ пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ 165 шутланать, вĕсенче 454 врач тăрăшать. «Çул-йĕр картти» программăна тĕпе хурса регионта ял тăрăхĕсенче 100 ФАП хута янă. Халăх ыйтнине кура, программăна малалла тăсса тата 50 ФАП уçма тĕллев лартнă. Çапла майпа çынсен ыйтăвне эпир тивĕçтерĕпĕр. Малашлăхра чирлисемпе врачсем хушшинче çирĕп ăнланăва упраса хăварассишĕн ытларах ĕçлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн пайĕнче регион пысăк çитĕнӳсемпе ĕçлени пирки каласа кăтартнă. «Ача çураласлăх ӳсет, çынсем нумай çул пурăнни пурне те савăнтарать. Халăха вăхăтра диспансеризаци кăлараççĕ. Чире шала каясран, врачсем малтанхи тапхăртах сăлтавне тупса палăртаççĕ. Халăх ытларах та ытларах сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, спорта çӳрет, лайăх сиплĕ апатпа апатланать. Шанатпăр, çак сиплев учрежденине килекенсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессе», - тенĕ вăл,  медицина ĕçченĕсене çынсене нумай çул пурăнтарассишĕн тăрăшса ĕçлеме каланă. Çак çурта хута яни чăн-чăн савăнăç пулнине пĕлтернĕ хăй шухăшне Людмила Яскевич. Малашне аякка тухса çӳремелле мар, çывăхрах офис уçăлни ватăсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ертӳçĕсене пурне те чĕререн тав сăмахĕсем каланă.  Михаил Игнатьев тата хăнасем офисри пӳлĕмсене пăхса çаврăннă.  «Сире, питĕ шанатăп. Влаçра ĕçлекенсене хисеплесси, эсир вĕсене ырăпа, таса чунпа сипленинчен те питĕ нумай килет. Тепре чухне сирĕн пата халăх сипленме анчах мар, хăйсен шухăш-кăмăлĕ пирки те пĕлтерме васкаççĕ, ун чухне шăпах та сирĕн уçă калаçăвăр вырăнлă», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев офисра ĕçлекенсемпе ытти врачсемпе курса калаçнă. Паллах, çĕнĕ уйрăмра пысăк тавра курăмлă врачсем ĕçлеççĕ. Пĕр участăка çамрăк врача Татьяна Спиридоновăна çирĕплетнĕ, ертӳлĕх вĕсене шанать. «Мана хамăн професси килĕшет. Çынсене яланах пулăшу кӳрес килет. Манăн аттепе-анне те медицинăра вăй хураççĕ, вĕсем тĕслĕх вырăнĕнче, атте-аннене хисеплесе çак профессине алла илме шутларăм», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне çамрăк врач. Михаил Игнатьев çамрăка малашлăхра та çакăн пек хастар пулма, лайăх ĕçлеме сĕннĕ. «1549 çынна сире шанса панă. Хăвăрăн ĕçĕрте тухса тăракан йывăрлăхсем пирки те лайăх пĕтĕмпех пĕлетĕр, яланах парăнтарма тăрăшăр», - тенĕ регион ертӳçи. Шупашкарта уçăлнă офисра пурĕ тăватă врач ĕçлет, вĕсем 6270 çынăн сывлăхне кулленех пăхса тăрĕç. Тĕплĕнрех



10 сентября 2015
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter