Михаил Игнатьев Каçал ен район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа тĕл пулнă

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Каçал ен район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа тĕл пулнă. Ертӳçĕ пулса икĕ уйăх ĕçленĕ хушăра, хăйне шанса панă муниципалитета тĕплĕн пĕтĕмпех тишкерсе тухнине пĕлтернĕ Алексей Самаркин. «Районăн пуласлăхĕ пур, аван ĕçлекен хуçалăхсем те сахал мар, ертӳçĕсем те хăйсем çине илнĕ яваплăха лайăх пурнăçлаççĕ», - тесе палăртнă вăл.   Михаил Игнатьев Каçал ен район администрацийĕн ертӳçине бюджетпа пĕлсе, ăна эффективлă пурнăçласа пыма витĕм кӳрессине шантарса каланă. «Чăваш Ен Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет бюджета пурнăçлас кăтартупа иккĕмĕш вырăнта.  Предпринимательсем ытти çулсенче пухăнса кайнă парăмсене тавăрса пани, суд приставĕсем лайăх ĕçлени, çĕрсенчен те налук аванах пуçтарăнни куçкĕретех», - тесе каланă Алексей Самаркин. Тĕлпулура районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки те сӳтсе явнă. «Вырма ĕçĕсемпе кăтарту пĕлтĕрхинчен кая мар, çĕрулми çав тери лайăх тухать», - тенĕ калаçăва малалла тăсса. Михаил Игнатьев район ертӳçине ĕçре ăнăçусем, муниципалитет ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме сĕннĕ. 



10 сентября 2015
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter