Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев пĕчĕк пасар ĕç-хĕлĕпе паллашнă

 


Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти пĕр пĕчĕк пасарта пулнă. Унпа пĕрле çул çӳреве Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тухнă. Пасарта регион ертӳçи таварсемпе паллашнă, вĕсен пахалăхĕпе кăсăкланнă, хаксем пирки ыйтса пĕлнĕ. Михаил Игнатьев пасарти халăхпа тата сутăçăсемпе курса калаçнă. Кунта Шупашкар халăхĕ çеç мар, республикăри ытти районсемпе хуласенчен çынсем чылайăн. Сутма тăратнă таварсемпе кăмăллă пулнă, пахча-çимĕç, улма-çырла ялтан, пахалăхĕ те аван, - тенĕ Михаил Игнатьев. Çынсем таварсене лайăх туянни те куçкĕретех.  Михаил Игнатьев вырăнти ял хуçалăх таварне тирпейлекенсене çакăн пек пĕчĕк çеç пасарсене килсе, хăйсен экологи енчен паха çимĕçне пĕчĕк хакпа çынсене тивĕçтернĕшĕн ырласа тав тунă.  Сутăçăсем валли улма-çырлана ытти таварсене сутма ятарлă вырăнсем тата та хатĕрлесе тăратма сĕннĕ вырăнти ертӳлĕхе. Хула пуçлăхĕ  Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче пĕчĕк пасарсене халăх ытларах кăмăлланине асăннă, Шупашкар халăхне вырăнти пахалăхлă таварпа тивĕçтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртнă.  Тĕплĕнрех



10 сентября 2015
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter