Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Вăрнар район администрацийĕн ертӳçипе тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче предпринимательсене аталанса пыма витĕм кӳрессине, ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене хускатнă. «Районта бизнес активлăхĕ аталанать. Пурĕ муниципалитетра 710 пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе шута илнĕ. Кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан ӳснĕ, ку енĕпе район республикăра саккăрмĕш вырăн йышăнать, налуксен калăпăшĕн кăтартăвĕпе вара иккĕмĕш вырăнта тăрать», - тесе пĕлтернĕ Леонид Николаев.  Михаил Игнатьев бизнес тытăмĕпе кăсăкланнă. Районта ытларах ял хуçалăх, строительство, апат-çимĕç тирпейлекен производствăсем, суту-илӳ пайĕ лайăх ĕçлет. Муниципалитетра вырма ĕçĕ хĕрӳ пырать. Кăтарту пĕлтĕрхинчен аванрах пулни савăнтарать. Кĕрхи культурăна 4300 га çинче акса хăварнă», - тесе палăртнă Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



10 сентября 2015
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter