Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владислав Софроновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владислав Софроновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Владислав Софронов Михаил Игнатьева бюджетăн тупăш пайне еплерех тултарнин ĕçĕпе паллаштарнă. «Пĕлтĕрхипе танлаштарсан районта çурт-йĕрсем ытларах хута кайнă. Промышленноç производствин таварсен калăпăшĕ чакни сисĕнет. Ял хуçалăх ĕçĕсене илес пулсан, тухăç пĕлтĕрхи пекех, çĕр улми кăçал чылай тухать», - тенĕ вăл. Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева муниципалитетра хуçасăр çĕрсене регистрацилес ĕç активлă пурнăçланнине пĕлтернĕ. Халлĕхе 14 пин ытла хуçасăр çĕр лаптăкне (вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 20 пин гектар йышăнать) муниципалитет пĕрлешĕвĕн пурлăхĕ тесе регистрациленине каланă.  



10 сентября 2015
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter