Чӑваш Республикинче ҫемье енӗпе тытса пыракан пат­ша­лӑх политики ҫемье институтне ҫирӗплетессине, ача амӑшӗпе ачалӑха пулӑшассине, нумай ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ хӳтлӗх парассине пысӑк вырӑна хурать

 


Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн XVII-Cъездне хутшăннă. Савăнăçлă пулăмра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова,  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн  секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – олимп чемпионки Елена Николаева, Чăваш Республикин Ашшĕсен канашĕн председателĕ, Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Викторов пулнă.  Уяв пуçланиччен Михаил Игнатьевпа пĕрле сумлă еçтешсем республикăри районсемпе хуласем йĕркелесе тăратнă ал-ĕç ăстисен куравне пăхса çаврăннă,  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ куравпа паллашнă. Чăваш Республикин социаллă лару-тăрăва лайăхлатас ĕçре обществăлла организацисем пысăк витĕм кӳнине асăннă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев. «Эпĕ, нимĕн иккĕленмесĕрех калама пултаратăп, эсир тăрăшса ĕçлени Чăваш Ен аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ яланах хĕрарăм тивĕçне пысăка хаклатăп. Вĕсем çемье ăшшине тытса пыраççĕ, пĕтĕм йывăрлăх нумай чухне вĕсем çине тиенет. Эпир, яланах сирĕн умăрта пуç таятпăр, сирĕнпе мăнаçланатпăр», - тенĕ вăл.  Республикăри Хĕрарăмсен канашĕсем халăхра çемье институтне упраса, унăн хисепне ӳстерессишĕн тăрăшаççĕ, йăла-йĕрке, культура ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшаççĕ, йывăр лару-тăрăва лекнисене вăхăтра пулăшу пама васкаççĕ. Пĕр сăмахпа палăртсан, вĕсемсĕр пĕр ĕç те пулман. Обществăра хĕрарăм тата арçын хисепне чапа кăларассишĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Чӑваш Республикинче ҫемье енӗпе тытса пыракан пат­ша­лӑх политики ҫемье институтне ҫирӗплетессине, ача амӑшӗпе ачалӑха пулӑшассине, нумай ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ хӳтлӗх парассине пысӑк вырӑна хунине палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева регион ертӳçине хĕрарăмсен юхăмне аталанса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав  сăмахĕсем каланă, пухăннисене хăйсен организацийĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă. Вăл хăйĕн докладĕнче республикăри обществăлла организацисенчен Хĕрарăмсен канашĕ чи хастарри, активлă ĕçлесе пыраканни пулнине уйрăммăн палăртса хăварнă. Организаци социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене сахал мар пурнăçланă. Республикăри Хĕрарăмсен канашĕпе пĕрле Чăваш Енри Хĕрарăм-предпринимательсен  канашĕ тата «Раççейĕн амăшĕсем» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Хĕрарăмсен канашĕ» тата Чăваш Республикин Салтак амăшĕсен комитечĕсем пĕр-пĕринпе пĕрлешсе ĕçлесси пирки килĕшӳ тунине кура, çӳлерех палăртнă Хĕрарăмсен канашĕн организацине çĕнĕ ят панă. Халĕ вĕсен ячĕ «Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» пулса тăнă.   Хĕрарăмсен юхăмне аталантарма активлă ĕçленисене, çитĕнӳсемпе палăрнисене наградăсем парса хавхалантарнă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



10 сентября 2015
16:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter