Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Наукăсен академийĕн президиум членĕ, Раççей Федерацийĕн Инженери академийĕн президенчĕ Юрий Гуляев академикран Тав çырăвĕ килсе çитнĕ

 
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Наукăсен академийĕн президиумĕнчен, Раççей Федерацийĕн Инженери академийĕн президенчĕ Юрий Гуляев академикран Тав çырăвĕ килсе çитнĕ. «Алексей Николаевич Крылов аслă ученăй, академик, математик пулнă, тăван çĕре, хăйĕн ĕçне чунтан юратнă. Вăл карап тăвас ĕç историне кĕрсе юлнă. Ăна хисеплесе Чăваш Енре палăк лартнăшăн, çак паллă пулăма çав тери пысăк шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн, Сире чĕререн тав тăватпăр. Хула кунĕнче Шупашкарта юханшыв портĕнче савăнăçлă лару-тăрура карап тăваканăн Алексей Крылов академикăн палăкне уçни пуриншĕн те асра юлчĕ. Малашне те пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕçлессе шанатăп», - тесе çырнă салам йĕркисенче.

 Аса илтеретпĕр: Палăка кăçал çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче  Шупашкар хулине 546 çул тултарнине халалласа ирттернĕ уявра уçнă. Палăк авторĕ - Салават Щербаков скульптор. Алексей Крылов ячĕпе Шупашкарта палăк лартассине Раççей Карап тăвакансен А.Н.Крылов ячĕллĕ наукăпа техника обществи пуçарнă. Бронза скульптурăна Атăл çыранĕ çинче вырнаçтарса Шупашкара парнеленĕ.

 



11 сентября 2015
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter