Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Агрохолдинг «Юрма» ТМЯПре çĕнĕ инкубатор уçнă çĕре хутшăннă

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Агрохолдинг «Юрма»  ТМЯПре çĕнĕ инкубатор уçнă çĕре хутшăннă. Предприяти республикăри агропромышленноç комплексĕнчи чи ăнăçлă аталанса пыракансенчен пĕри. Торжествăлла пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов,  Шупашкар район ертӳлĕхĕ, «Раççей Перекет банкĕ» уçă акционерсен обществин Атăл-Вятка банк председателĕн çумĕ Алексей Котлячков, «Раççей Перекет банкĕ» акционерсен обществин Чăваш Енри уйрăмĕн  председателĕ Юрий Бычковский хутшăннă. «Агрохолдинг «Юрма» ТМЯП генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев çак инкубатора уçма вĕсем темиçе çул та ĕмĕтленнине палăртнă. Халĕ малашне чӳк уйăхĕнчен пуçласа предприяти кашни уйăхра 5 пин тонна чĕрĕ аш-какай тирпейлеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче «Юрма» Агрохолдинг республикăри агропромышленноç комплекс тытăмĕнчи чи вăйлă ĕçлекен предприятисенчен пĕри пулнине палăртса хăварнă. Организацире пĕр пин патнелле çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленнĕ.  Паян пасарта чăх-чĕп какай çителĕксĕр пулни пачах палăрмасть. Предприяти хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан тĕнче шайĕнчи пысăк технологисене пăхăнса ĕçлет.  Вĕсем çынсем патне паян пахалăхлă аш-какай çитереççĕ, - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев. «Раççей Перекет банкĕ» акционерсен уçă обществи председателĕн çумĕ Алексей Котлячков «Агрохолдинг «Юрма» ТМЯП черетлĕ  инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ ятпа саламланă. «Çĕнĕ производство ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме ирĕк парать, республикăра ял хуçалăхне тата та лайăхрах аталанса пыма пулăшать. Пирĕн холдингпа пĕрле ĕçлемелли проектсем сахал мар. Шанатăп, эсир шухăшланă ĕмĕтĕрсем пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсе пырасса», - тесе палăртса каланă Алексей Котлячков.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев паянхи çынсен пахалăхлă тавар суйласа илме ирĕк тенĕ. «Эпир яланах апат-çимĕç пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Лайăх апатлануран пирĕн сывлăх мĕнле пуласси пĕтĕмпех килет. Чăваш Ен çĕрĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса, çавăнпа та эпир туянакан тавар та çавăн пекех тирпейлĕ, пахалăхĕ çӳллĕ шайра», - тенĕ.  «Чăх-чĕп аш-какайĕ республикăра пурăнакансемшĕн çеç мар унăн тулашĕнчи халăх валли те яланах çителĕклĕ пулнă. Çулсерен халăх пурĕ 2 млн. ытла чăх-чĕп усрама туянать. Малашне тата та таварсене сутас ĕç çирĕпленсе аталанса пырĕ», - тенĕ вăл. Аса илтеретпĕр: предприяти «Юрма» Агрохолдинг чăх-чĕп, хур-кăвакал  ĕрчетсе сутассипе, аш-какай тирпейлессипе, удобрени тата ытти таварсем калăплассипе ĕçлет. Икĕ проекта пурнăçа кĕртсе пурĕ 920 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ, халăх кăмăллă», - тенĕ. Тĕплĕнрех



11 сентября 2015
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter