Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕ завод хăпартма пуçланă пулăма хутшăннă

 


Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта «Экоклинкер» предприятире тата  «Чебоксарский домостроительный комбинат» çĕнĕ завод хăпартма пуçланă çĕре хутшăннă. Регион ертӳçипе пĕрле çулçӳревре Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Çĕнĕ  Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков, «Военно-промышленный банк» коммерци банкĕн Директорсен канашĕн председателĕ  Юрий Колток пулнă. Михаил Игнатьев завода ĕçлеттерсен,  хушма инвестици явăçтарма май панине каланă, çынсене валли 700 ĕç вырăнĕ хатĕрленессине пĕлтернĕ.  «Çĕнĕ предприятисем уçăлни, эпир шантарни пурнăçа кĕрсе пынине çирĕплетет. «Хăй вăхăтĕнче, тин çеç регион ертӳçи пулса ĕçлеме тытăнсан, мана ветерансем тăтăшах пĕр ыйтăва параччĕç: çитет суту-илӳ центрĕсем хута ярса, малашне заводсем çĕклемелле тетчĕç», - аса илнĕ ветерансен сăмахне Михаил Игнатьев. Палăртма кăмăллă, юлашки çулсенче Чăваш Ен Правительстви витĕм кӳнине кура, Çĕнĕ Шупашкарта «Хевел», «Экоклинкер» заводсем, «Сантек», «НПП Спектр» производство предприятийĕсем тата ыттисем те çĕкленсе вăй илсе пыраççĕ, хулари нумай çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ, вĕсен шалу укçи те тивĕçлĕ шайра. Шупашкарти çуртсем хăпартакан  комбинатăн генеральнăй директорĕ Александр Краснов хăйĕн сăмахĕнче  предприяти çуртсене хута яма тимĕр бетонтан тĕрлĕ хатĕрсем калăплассипе ĕçленине палăртнă. Проекта пурнăçа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн Михаил Игнатьева тата Чăваш Ен Правительствине ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Предприяти таварсене пахалăхлă калăплама ирĕк паракан  хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕрсене туяннă. Завод малашнехи çулсем валли те заказсене йышăннă. Вĕсен таварĕсемпе Чăваш Енре çеç мар, республика тулашĕнчи регионсем те аванах усă кураççĕ. «Военно-промышленый банк» банкĕн Директорсен канашĕн председателĕ Юрий Колток хăйĕн сăмахĕнче Европăра заводсем хупăнса пынине каланă, паян шăпах та çакăн пек заводсем пирĕн тăрăхра уçăлни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Банк Чăваш Енре пĕрремĕш завод çеç хута яманнине, малашлăхра тата та пиллĕк завод çĕклесе лартма тĕллев ларнине пĕлтернĕ. «Эпир Чăваш Енри строительство пайне инвестици хыватпăр, мĕншĕн тесен республикăра пĕтĕмпех йĕркеллĕ, инвестици климачĕ питĕ лайăх, ресурссем çителĕклĕ. Регионта производствăсене аталанса пыма меллĕ, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме те лайăх. Куншăн Чăваш Ен Правительствине, Михаил Игнатьева чĕререн тав тăватпăр», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев заводра строительство ĕçĕнче вăй хуракансемпе курса калаçнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă.  Çынсене ытларах тавралăха тирпей-илем кӳртес, экологи, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем хумхантарнă. Бетонсем хуракан Павел Белов хăй Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнни пирки Михаил Игнатьева пĕлтернĕ. «Малтан темиçе те çул каялла, Чăваш Енре ĕç вырăнĕсем пулманпа пĕрех тата çитменнине ĕç укçине те тивĕçлĕ шайра тӳлемен. Эпĕ, вунă çул патнелле Мускавра ĕçленĕ, килте пулман. Акă, икĕ çул каялла ман валли Чăваш Енре «Экоклинкер» заводра ĕç вырăнĕ тупăнчĕ.  Халĕ те строительство пайĕнче кăмăлтан ĕçлетĕп. Чăваш Енре ырă улшăнусем пулса иртрĕç, строительство аталанать, предприятисем уçăлаççĕ, ĕç вырăнĕсем те çителĕклĕ, шалу укçине те лайăх тӳлеççĕ. Пĕтĕмпех çак ырă улшăнусемшĕн Михаил Игнатьева чĕререн тав тăватпăр»,- пĕлтернĕ хăй шухăшне. Михаил Игнатьев «Экоклинкер» ТМЯП пулнă, кунти çĕнĕ производство линисемпе паллашнă. Предприятире таварсем калама çук пысăк пахалăхпа калăпланса тухаççĕ, Раççей шайĕнче те таварсем паллă. Технологине пăхăнса ĕçлени те куçкĕретех. Кунта та Михаил Игнатьев предприятире ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене итленĕ, хурав панă. Лариса Викторова предприятире темиçе çул та ĕçлет. Вăл предприятире ĕçлекенсен ячĕпе Михаил Игнатьева регионшăн ырми-канми тăрăшса ĕçленĕшĕн ырланă, республикăра производствăсем вăй илсе пынине каланă, тавралăха тирпей-илем кӳртни те куç умĕнче пулнине савăнса пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



11 сентября 2015
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter