Республика тăнăçлăхĕ - çирĕп алăра

Информаци коммуникацийĕсен «Рейтинг» центрĕ Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсен 2015 çулхи июль-август уйăхĕсенчи ĕçне хаклакан черетлĕ тĕпчев кăтартăвĕсене пичетленĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев 25-мĕшĕнчен тăватă йĕрке çÿлелле хăпарса 21-мĕш вырăна йышăннине хаçата вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, халĕ районта пурăнакансем хăйсен шухăшĕсене çапла çырса пĕлтереççĕ:

Н.Голубев, «ДОКРОС» тулли мар яваплă обществăра мастер пулса вăй хуракан: «Ахаль çынсен шухăшĕ маншăн яланах тĕрев пулнă, пулĕ те. Ман шутпа, чăн-чăн профессионал йышлă сĕнÿпе шухăшра тĕшшине суйласа илет...» текен сăмахсенче пысăк та ырă шухăш пурри куç кĕрет. «Пĕрлĕхре - вăй» тенешкел халăхпа пĕрле, унăн шухăшне шута хурса ĕçлесен кăна пирĕн Чăваш Ен вăйлă аталанакан патшалăх пулĕ. Ахальтен мар пулĕ юлашки 5 çул хушшинче республикăшăн палăрмалла пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçларĕ Михаил Васильевич. Республика çирĕп алăра пулни куç умĕнчех. Çавна пулах унăн рейтингĕ те ÿссех пырать.

М.Максимова, Вăрмар поселокĕнчи ĕç ветеранĕ: Чи малтанах «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парассипе çыхăннă йышăну - ĕç стажне икĕ çул çурă чакарни, унтан ача сачĕсенче вырăнсем çителĕклĕ пулни, тĕрлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртни, çапла майпа çĕнĕ хушма ĕç вырăнĕсем уçăлни тата ытти ырă пуçарусем Чăваш Ен пуласлăхĕн ырă, çирĕп никĕсне хураççĕ. «Çакă пĕтĕмпех Чăваш Ен халăхĕшĕн кăтартуллă ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене упраса хăварма кирлĕ. Вĕсене килес ăрусене — хамăрăн ачасене тата мăнуксене - памашкăн упрамалла. Эпир иртнине астăватпăр, паянхине хаклатпăр, пуласлăха çирĕппĕн пăхатпăр!», - палăртать М.Игнатьев. Малашлăха çирĕппĕн, тĕллевлĕн пăхакан регион пуçлăхĕ кăна çапла калама пултарать. Кунпа эпĕ килĕшетĕп, ырласа йышăнатăп. Ахальтен мар ĕнтĕ Наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев 25-мĕш вырăнтан 4 йĕрке çÿлелле хăпарса 21-мĕш вырăн йышăнчĕ. Эпĕ çакăнпа чăннипех мăнаçланатăп. (Вăрмар районĕ)



Вăрмар район хаçачĕ
11 сентября 2015
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter