Сиплев лапамĕ анлăланать...

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев сентябрĕн 9-мĕшĕнче Раççей Сывлăх сыхлав министерствин «Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ» ФГБОУра пулчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕн заместителĕ - депутатсен хула пухăвĕн председателĕн çумĕ Ирина Клементьева та хутшăнчĕç.

Хăнасем call-центр тата пациентсене пĕлтермелли тытăм ăнăçлă ĕçлекен консультаци поликлиникин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, пулăшу илме пынисемпе тĕл пулчĕç.

Ача-пăча уйрăмĕнче вĕсем çул çитменнисене сиплемелли тата вăй-хал тĕлĕшĕнчен тĕрекленмелли реабилитаци оборудованине тата технологисене /робот йышши Локомат комплекса, мотомеда тата ыттине/ пахаларĕç.

Асăннă центрăн тĕп врачĕ Николай Николаев вĕсене палатăсем тăрăх илсе çÿренĕ май чирлисене травматологипе ортопеди, нейрохирурги тата педиатри енĕпе ятарлă пулăшупа тивĕçтерессине йĕркеленипе паллаштарчĕ.

РФ гражданĕсене пысăк технологиллĕ сиплев памалли патшалăх заданийĕсене коллектив ăнăçлă пурнăçлать. Пациентсен йышĕ 2009 çулхи 2,2 пинрен иртнĕ çул 7 пине çитнĕ. Центр хута кайнăранпа кунта 35 пин çынна пулăшнă, вĕсен шутĕнче - 13 пин ентеш, консультаци илнисем - 160 пин, вĕсен 65 проценчĕ - Чăваш Енре пурăнакансем.

Кунта шăмăпа сыпă тытăмĕн операцийĕсен мĕнпур спектрне пурнăçлаççĕ. Çав шутра 70 проценчĕ пысăк тата пĕчĕк сыпăсен эндопротезированийĕпе çыхăннă. Вĕсене ирттернин шучĕпе центр Раççейри виçĕ учреждени йышне кĕрет.

Информацин пĕрлехи хутлăхĕнче чылай çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртнĕ: «Медиалог» система тĕрлĕ специальноçлă врачсен, вăтам сыпăкри персоналăн ĕçне автоматизацилет, 200 ытла ĕç вырăнне çыхăнтарать. 2013 çултан тытăнса пациентсене харпăр хăйĕн weв-кабинечĕпе тивĕçтереççĕ, унпа усă курса электронлă медицина картипе çыхăнма май килет. 2012 çултанпа Раççейре чи малтан центрта ,entricity PAC:-IW тытăм тăрăх рентген оборудованийĕнчи ÿкерчĕке визуаллă информаципе ĕçлемешкĕн электронлă медицина картине интеграцилеме тытăннă.

2014 çулта центр пахалăх енĕпе Раççей Федерацийĕн Правительствин премийĕн лауреачĕ пулса тăнă.

Тĕп врач хăнасене медицина учрежденине çитсе курма май тупнăшăн тав тунă май çапла пĕлтерчĕ: «Центрта вырнаçтарнă кăткăс оборудованипе пирĕн тухăçлă та эффективлă усă курмалла. Çавна май пурнăç уттипе тан пымалла. Информаци мелĕсемпе, пысăк технологисемпе усă курса палăртнă тĕллевсене çĕнсе илме пултармалла.

Кăçалхи çитĕнÿсенчен пĕри - операци тумалли улттăмĕш вырăна хута ярасси. Унта строительство вĕçленнĕ. Оборудование вырнаçтарнă, ытти вак-тĕвек ĕçе икĕ эрнере вĕçлесе пациентсене йышăнма тытăнатпăр. Çакă пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: çуллен 5-5,5 пин операци ирттермелле-тĕк, халĕ 7 пине çитертĕмĕр. Тĕллев - палăртнине 40 процент ирттерсе пурнăçласси. Тухтăрсен ĕçĕ нумаййине пĕлтерет çакă, вĕсем куллен 30-35 операци тăваççĕ. Лаптăксене анлăлатни тата эффективлăрах ĕçлеме пулăшĕ», - палăртрĕ Николай Станиславович.

Учреждени çитĕнĕвĕсемпе Михаил Игнатьев кăмăллă. Çакна вăл коллективăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсене халалланă пухăвĕнче уйрăммăн пĕлтерчĕ:

«Центра килмессерен ĕçĕрсене кура кашнинчех кăмăл тулать, чун хăпартланать, малашлăх шанăçĕ тĕрекленет.

Эсир пулăшнипе ура çине тăнă пациентсем те чĕререн тав тăваççĕ. Çакă чăннипех пархатарлă.

Патшалăх тата РФ Президенчĕ тытса пыракан политика тĕллевлĕ - çынсене пахалăхлă пулăшупа тивĕçтересси. Чи пĕлтерĕшли - вĕсен сывлăхне бюджет шучĕпе диспансеризацилени. Кун пек чухне халиччен палăрман чир-чĕре уçăмлатма май пур.

Эсир - туслă йыш, куллен вун-вун çынна шанăç парнелетĕр. Центрта пысăк технологиллĕ медицина пулăшнипе 7-8 кунра ентешсем çемьене таврăнни хăйнеевĕр асамлăх вĕт.

Республикăна килнĕ ют çĕршыв гражданĕсем Шупашкарти центрта тĕнче шайĕнчи кăткăс операцисем ирттерме пултарнинчен тĕлĕнеççĕ».

Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ памашкăн вĕренсе çитнине çирĕплетнипе пĕрлех пациентсене реабилитацилес, санаторипе курорт сиплевне ярас енĕпе малалла ĕçлемеллине палăртрĕ Михаил Игнатьев. «Этем ырлăхĕшĕн инвестици ытларах хывмалла, экономикăна аталантармалла, çĕнĕ производствăсем йĕркелесе ĕç вырăнĕсем уçмалла. Кăçал 100 производство хута кайрĕ, 12 пин ĕç вырăнĕ хатĕрлеме май килчĕ. 2016 çулта ку кăтартусем татах ÿсмелле.

Пархатарлă ăнтăлăвăршăн сирĕн умăрта пуçăма таятăп, - терĕ вăл. - Çитес çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăнтăмăр. Эсир те коллективри пултаруллă ĕçтешĕрсене тивĕçлипе хакласса, тĕрлĕ енĕпе хавхалантарасса шанатăп. Çитĕнĕвĕрсемпе ачăрсем мăнаçланма пултарччăр. Ĕçлĕ çын кăна пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупма пултарнине чĕрепе туйса илччĕр».

Михаил Игнатьев Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн коллективне Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларĕ, Юрий Пашенцева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ятпа сумларĕ.

Медицина ĕçченĕсен пысăк ушкăнĕ РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хутне, ЧР Пуçлăхĕн Тавне, ЧР Патшалăх Канашĕн, Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Коллектив членĕсен Михаил Игнатьевран ыйтса пĕлмелли те сахал мар пулчĕ. Вĕсене транспорт япăх çÿрени, çĕнĕ микрорайонсенче садиксемпе шкулсем çитменни, тирпей-илем кĕртесси, пысăк хăвăртлăхлă пуйăссем çÿреме тытăнасси, Шупашкарта велоçулсем сахалли тата ытти канăçсăрлантарчĕ. Кашниех тивĕçлĕ хурав илчĕ. Çийĕнчех татса пама май килменнисене Михаил Игнатьев хăй контрольлесе тăрассине пĕлтерчĕ.

Валентина СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
11 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter