Пĕтĕмпех - халăх ырлăхĕшĕн

Сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи медицина учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе вырăна çитсе паллашрĕ.

Поликлиника çĕнелсе улшăнать

2016 çулта республикăри сиплев организацийĕсенчен 15-шĕнче кулленхи тата тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçламашкăн 50 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрĕн ача-пăча поликлиникин пĕрремĕш хутне çĕнетсе улăштараççĕ. Сăмах май, асăннă сыватмăш республикăра пысăккисенчен пĕри шутланать, 28 пин ача сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Вăл 29 çул каялла лартнă тăватă хутлă кирпĕч çурта йышăнать.

Центрăн тĕп врачĕ Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх - унта пырса кĕмелли лапама тĕпрен çĕнетеççĕ: чÿречесем çине витражсем вырнаçтараççĕ, ача кÿмисене лартмалли вырăна витĕллĕ тăваççĕ, «меллĕ хутлăхпа» тивĕçтереççĕ: пандус лартаççĕ, тактиль плитки сараççĕ. Холл та анлăланать, унта регистратура, гардероб, пĕчĕккисене вылямашкăн ятарлă вырăн, апатланмашкăн кафе пулать.

Çĕнетсе улăштарнă учрежденире çамрăк пациентсене хăтлăх кÿмешкĕн процедура кабинечĕсене - пĕр енче, васкавлă пулăшу памаллисене тата врач умĕн йышăнаканнисене тепĕр вĕçĕнче вырнаçтарнă. Инфекци кабинетне уйрăм алăкпа кĕрсе тухмалла майлаштараççĕ. Урăхла каласан - сиплевпе профилактика технологийĕсене пурнăçа кĕртмелли тата сывлăхлă ача çитĕнтермелли хушма условисемпе тивĕçтереççĕ.

«Илемлетнĕ холл, капăр тетте, выляв пÿлĕмĕсем - çаксем больницăна сипленме килекен ачасен кăмăлне çĕклемелле, вĕсем тухтăртан шикленес туйăма сирмелле, - палăртрĕ Алла Самойлова министр. - Реконструкци ирттермешкĕн 8 млн тенкĕ ытла уйăрнă: çав шутра федераци бюджетĕнчен «Меллĕ хутлăх» программăпа килĕшÿллĕн те укçа куçарнă. Иртнĕ кунсенче хулара хута кайнă çитĕннисен поликлиникинчи евĕр меллĕ те илĕртÿллĕ, хальхи информацин çĕнĕ йышши технологийĕсемлĕ пултăр тесе пĕтĕмпех тĕплĕ тăвас килет паллах. Çитес çул поликлиникăн ытти хучĕсене тата хĕрарăмсен консультацине юсама палăртнă».

Юсав ĕçĕсем пынă вăхăтра чăрмавсăр мар. Çакна ашшĕ-амăшĕ ăнланса йышăнать. «Поликлиникăна тулаш енчен çĕнетсе улăштарма вăхăт çитнĕ. Ăна тĕпрен юсама тытăннишĕн савăнатпăр. Илемлĕ пуласси иккĕлентермест - проекчĕ чаплă. Ачасем хăйсене кунта хăтлă туйĕç, пире те кÿмесемпе килсе çÿреме меллĕ», - тет Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Екатерина Мороз.

Юсавпа тирпей-илем ĕçĕсене икĕ уйăхра вĕçлеме палăртнă, çĕнетсе улăштарнă поликлиника алăкĕсем октябрь уйăхĕнче уçăлĕç.

Алькешсем вырăнтах сипленĕç

Алькеш поселокĕнче çĕнĕ микрорайонсем çĕкленнĕ май вĕсенче тĕпленнĕ çынсен медицина ыйтăвĕсене тивĕçтерекен учрежденисен лаптăкĕсене пысăклатас ыйту юлашки вăхăтра çивĕчленсе пырать. Кăнтăр тата Алькеш поселокĕсенче пурăнакансем - 11 пин ытла çын - сипленме Хулари 7- мĕш больницăна çÿреççĕ. Хальхи вăхăтра ку тăрăхра йыш хушăнса пырать, ача çуратас енĕпе Чăваш Енĕн вăтам кăтартăвĕсенчен ирттереççĕ вĕсем. Çакна тĕпе хурса виçĕ поликлиника - ачасен, çитĕннисен тата стоматологи - уçма палăртнă. Болгарстрой урамри çĕнĕ çуртăн пĕрремĕш хутĕнче пÿлĕмсем уйăрнă. Вĕсенчен чылайăшне Хулари стоматологи поликлиникин филиалĕ йышăнать. Унта юсавпа тирпейлÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Асăннă учрежденин тĕп врачĕ Владимир Викторов çирĕплетнĕ тăрăх - поликлиникăра пациентсене - куллен 360 çынна - 20 врач икĕ сменăпа йышăнма тытăнать. Стоматологи пулăшăвĕпе çитĕннисене те, çул çитменнисене те тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех филиалта ортодонти специалисчĕсем, хирург-стоматолог, стоматолог-ортопед йышăнĕç, рентгендиагностика тăвĕç. Поликлиникăна тепĕр уйăхра хута яма палăртнă.

Ытти лаптăк Хулари 7-мĕш больницăн 2-мĕш поликлиникин пулĕ: терапипе педиатри участокĕсем Болгарстрой урамне куçĕç, клиникăпа диагностика лабораторийĕсем тата физиотерапи уйрăмĕ Гоголь урамĕнчи 5-мĕш çуртрах юлĕç. Малтанласа палăртнă тăрăх - сиплев учрежденийĕ çитес çулхи пĕрремĕш кварталта хута каймалла.

Ку тăрăхра пурăнакансене поликлиника юнашарах пулни савăнтарать. «Халиччен Кăнтăр поселокĕнчи учреждение çÿренĕ. Çывăх вăхăтрах стоматологи уйрăмĕ уçăласси пире чăннипех хавхалантарать. Маншăн, ача амăшĕшĕн, çул çитменнисене пулăшупа кунта тивĕçтерни те пĕлтерĕшлĕ. Халиччен çитĕннисемпе çул çитменнисем шăла пĕр пÿлĕмрех сипленĕ. Малашне кашнин хăйĕн уйрăм пулĕ», - тет Алькешри Татьяна Мылова. Унăн шухăшне çирĕплетсе Галина Харитонова çапла пĕлтерчĕ: «Алькешре чылайранпа пурăнатăп. Сипленме Хулари 7-мĕш больницăн 2-мĕш поликлиникине çÿренĕ. Унти пĕртен-пĕр çитменлĕх - тăвăр пулни. Кунта вырăн пурин валли те çитмелле».

«Çĕнĕлĕх кĕтекен больницăсем татах пур. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн модернизаци программипе килĕшÿллĕн 2011-2013 çулсенче ача çуратмалли çуртсемпе çул çитменнисен поликлиникисене пурне те тĕпрен юсарăмăр. Халĕ çитĕннисен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен учрежденисене реконструкцилемелле. Çĕкленекен микрорайонсенче сыватмăшсем тăвасси тата пĕлтерĕшлĕрех. Çавсен шутĕнче - Шупашкарти «Сад», «Çĕнĕ хула» микрорайонсем, мĕншĕн тесен вĕсенче пурăнакансене те хăйсен сиплев учрежденийĕсем кирлĕ», - пĕтĕмлетрĕ Алла Самойлова министр.

Ачалăхпа амăшлăха - пахалăхлă пулăшу

Çав кунах Алла Самойлова министр тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Хулари 7-мĕш больницăн Магницкий урамĕнчи 2/1 çуртра вырнаçнă хĕрарăмсен консультацине уçма хутшăнчĕç.

Унччен вăл Бичурин урамĕнче пулнă. Клиникăпа диагностика пÿлĕмĕсене анлăлатас тĕллевпе юсав ĕçĕсене пĕрре кăна мар пурнăçланă пулин те унти условисем тухтăрсене те, пулас амăшĕсене те тивĕçтермен. Çĕнĕ çĕрте тĕрлĕ служба ĕçне çире пуррине сыхласа хăвармашкăн, сывă ача çуратмашкăн, хĕрарăмсен репродуктивлă сывлăхне упрама кирлĕ пек йĕркелемешкĕн хăтлă условисем туса хумашкăн май килтермелле йĕркеленĕ.

«Кунта пурте паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерет, тухтăрсемшĕн те, пациентсемшĕн те меллĕ, Кăнтăр поселокĕнчи хĕрарăмсем пахалăхлă медицина пулăшăвне чăннипех тивĕç», - терĕ Леонид Черкесов.

«Больницăсем хута кайни, киввисене çĕнетсе улăштарни çынсене те, медицина ĕçченĕсене те савăнтарать. Ача-пăчан сиплев учрежденийĕсем, хĕрарăмсен консультацийĕсем уçăлни - пушшех те. Çакă - пурнăç малалла аталаннин палăрăмĕ вĕт», - терĕ министр пухăннисене ырă сунса.

Çĕнĕ çĕрте репродукци функцине сыхласа хăвармалли тата сиплемелли, хĕрарăмсене çуратмашкăн психопрофилактика тĕлĕшĕнчен хатĕрлемелли ятарлă пÿлĕмсем, кăнтăрлахи стационар, процедура, манипуляци, кардиотокографи кабинечĕсем пур. Хăнасем вĕсене çитсе курчĕç, хальхи йышши оборудование пахаларĕç.

Хулари 7-мĕш больницăн тĕп врачĕн Людмила Борисовăн шухăшĕпе - хĕрарăмсене паракан медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿссе пырать. Çуллен вăтамран кунта ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕ 550 çын тĕрĕсленсе тăрать. Халиччен çак çуртра лаборатори пулнă, ăна тĕпрен юсаса хĕрарăмсен сывлăхне сыхламашкăн мĕнпур услови туса хунă. Консультаци 15 пине яхăн çынна хăй хÿттине илĕ. Ачалăхпа амăшлăх ыйтăвĕсем яланах приоритетлă пулнине çирĕплетет çакă.

Валентина ИЛЬИНА



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
11 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter