Чӑваш Енӗн Пуçлăхĕн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев суйлава хутшӑннӑ


Чӑваш Енӗн Пуçлăхĕн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев республикӑна ертсе пырас шухӑшлӑ ытти кандидат пекех, паян суйлава хутшӑннӑ. Суйлава Михаил Васильевич Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнче вырнаҫнӑ 629-мӗш номерлӗ суйлав участокне пынӑ. Пӗччен мар. Мӑшӑрӗпе тата ачисемпе. Унта вӑл хӑйӗн сассине тивӗҫлӗ тесе шухӑшлакан кандидатшӑн панӑ хыҫҫӑн журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе калаҫнӑ май Михаил Игнатьев суйлав тивӗҫлӗ шайра иртессине шаннине пӗлтернӗ. «Паян эпӗ пӗрремӗш хут суйларӑм. Хама Раҫҫей Федерацийӗн чӑн-чӑн ҫынни евӗр туйса илтӗм», — тенӗ Михаил Игнатьев ывӑлӗ журналистсене. Тӗплӗнрех



13 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter