Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçипе Юрий Васильевпа, Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа тата хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Ладыковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерĕ

 


Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçипе Юрий Васильевпа, Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа тата хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Ладыковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерĕ. Вĕсем Пĕрлехи суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ. Чăваш Енре  суйлава халăхăн 58 проценчĕ хутшăннă, Чăваш Ен пуласлăхне палăртнă, Михаил Игнатьевшăн суйлава хутшăннисенчен 65 проценчĕ хăйсен сассине панă.  Леонид Черкесов Шупашкарти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем пирки те чарăнса тăнă. Хулари Депутатсен пухăвĕнче тăватă политика партийĕ ĕçлессине асăннă. Сасăлавра пурĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти кандидачĕсем  50 процент йышăннă, коммунистсем -15,5 процент, «Тĕрĕслĕхшĕн Раççей» - 12 процент, либерал-демократсем – 8,14 процент пухнă, ыттисем кĕмен. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче суйлавра пур парти çыннисем валли те пĕр пек условисем пулнине каланă, малашне çынсен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлемеллине палăртнă.



14 сентября 2015
00:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter