Чăваш Енре суйлав питĕ çӳллĕ шайра иртнĕ

 


Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕ, Раççей Федерацийĕн премьер-министрĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă видеоконференцие хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту Пӗрлехи суйлавӑн малтанхи пĕтĕмлетӗвӗсене тишкересси пулнă. Мероприятие ҫавӑн пекех Чă­ваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ, партин регионти политканашӗн Президиумĕн членĕ Юрий Попов, партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов,  партин регионти уйрăмĕн секре­тарĕн çумĕ, «Пĕр­лĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕн Д.А. Медведевӑн регионти уйрăмĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев хутшăннă.

 «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Председателĕ, Раççей Федерацийĕн премьер-министрĕ Дмитрий Медведев Пӗрлехи суйлав кунĕн пĕтĕм­летӗвне пысăка хурса хакланă.   Вăл регионсенче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин витĕмлĕхĕ пысăк пулнине, Раççейре демократи лайăх аталанса пынине, партисем суйлав компанине кирлĕ пек аван йĕркелесе ирт­тернине палӑртнӑ. «Суйлав çав тери пысăк шайра иртрĕ», - тенĕ Дмитрий Медведев. Паллах, çакă çĕршыв лайăх аталанса пынине çирĕплетет. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев суйлава хутшăннă пур çынна та чĕререн тав тунă. «Кашни çыннăн хăйĕн шухăшлавĕ. Пирĕншĕн кашни сасă пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев кандидатсене, политика партийĕсене таса чунпа тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн тав тунă. Суйлав кăтартăвĕпе партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов та питĕ кăмăллă пулнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партин регионти уйрăмĕ хӑй умне лартнă пур тĕллеве те туллин пурнăçланă. Суйлаври тупӑшу çивĕч, таса,  саккунпа килĕшӳллĕн иртнĕ», - тенĕ вăл. Тĕплĕнрех 



14 сентября 2015
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter