Чăваш Енре суйлавçăсенчен 65 проценчĕ ытла хăйсен сассине Михаил Игнатьевшăн панă

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Пухăннисемпе Пĕрлехи суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ. Михаил Игнатьев влаç органĕсенче, муниципалитетсенче ĕçлекенсене хăйсем çине илнĕ тивĕçе яваплăха туйса пурнăçласа пынăшăн чĕререн тав тунă, Чăваш Енре суйлав тупăшăвĕ саккунпа килĕшӳллĕн таса, çивĕч иртнине каланă.  «Чăваш Енре  суйлава халăхăн 58 проценчĕ хутшăннă, Чăваш Ен пуласлăхне палăртнă, маншăн суйлава хутшăннисенчен 65 проценчĕ хăйсен сассине панă», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата халăх   хăйне шанни тата та ытларах яваплăха туйса ĕçлеме хистенине асăннă. Михаил Игнатьев депутатсене, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партине, республикăри мĕнпур çынна хăйĕншĕн сасăланăшăн  тав тунă. «Чи хакли, эсир мана шанни. Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн, пурнăç пахалăхĕн шайне ӳстерессишĕн, эпир пиллĕк çул каялла йышăннă Чăваш Ене аталантармалли çул-йĕре эсир суйласа илнĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев. «Влаç халăхшăн ĕçлет. Малашлăхра хамăр ума лартнă пур тĕллевсене те туллин пурнăçа кĕртсе пырасси», - тенĕ вăл.  «Чăваш Енре суйлав пĕтĕмпех саккунпа килĕшӳллĕн пулчĕ. Пирĕн пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле!», - тенĕ вăл. Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Пĕрлехи суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Чӑваш Енӗн Пуçлăхĕ пулас тесе кӗрешӗве тухнисенчен хальхи вӑхӑтра республикӑна вӑхӑтлӑх ертсе пынă Михаил Игнатьев ҫӗнтернине пĕлтернĕ, чи лайăх ĕçленĕ районсене те палăртса хăварнă. Суйлава хастар хутшăннă районсем: Улатăрсем, Тăвайсем, Шăмăршăсем, Елчĕксем, Йĕпреçсем. «Михаил Игнатьевшăн халăх çав тери лайăх сасăланă», - тенĕ вăл. Шупашкарти Депутатсен пухӑвне пӗрлехи округпа «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти кандидачӗсем мала тухнă. Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин республика бюджечĕн  кăçалхи 8 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Республика бюджечĕн тупăш пайĕ  авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 24773,1 млн. танлашнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан кăтарту ӳсни савăнтарать. «Экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах мар пулин те, Чăваш Ен хăйĕн инвестици илĕртӳлĕхне упраса хăварать, - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енре çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ. Нумайăшĕ, маларах республикăран тухса кайнисем, халĕ каялла тăван ене, тăван çĕре  таврăнаççĕ. Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче çĕнĕ завод хута яма строительство ĕçне тытăннă. «Çар промышленность банкĕ проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе 1 млрд ытла укçа-тенкĕ хывнă. Енчен те предприяти ĕçлесе кайсан, 700 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Банк икĕ завод хута яма та ĕлкĕрнĕ. Енчен те предприятисем лайăх ĕçлесен, пирĕн республикăн бюджечĕ те аванах тулĕ», - тесе каланă вăл. «Управление автомобильной магистрали Нижний Новгород – Уфа Федерального дорожного агентства»  тĕп инженерĕ Ришат Абдрашитов Çĕрпӳри Аслă Çавал урлă выртакан пысăк кĕпер пирки каласа кăтартнă. Халĕ ĕнтĕ кĕпере хута янă. Регион ертӳçине çакăн пек пысăк проекта пурнăçа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Ришат Абдрашитов хăйĕн сăмахĕнче федераллă çулсене М–7  тата А–151 реконструкцилесси пирки те каласа хăварнă. Михаил Игнатьев йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене çийĕнчех татса парасси çине малашне те тимлĕх уйăрассине асăннă, 2018 çул тĕлне федераллă çул-йĕрсене 2018 çул тĕлне пĕтĕмпех пысăк шая, пĕрремĕш категорине çитмеллине палăртнă.



14 сентября 2015
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter