Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

 Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ларура Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2016 тата 2017 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси пирки сӳтсе явнă. Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2015 çулта 172 млн. тенкĕлĕх пĕчĕкленĕ.  Бюджетра маунтинбайка аталантарма центр строительство ĕçне, Канаш районĕнчи Караклă ялĕнче спорт центрне, Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен 2-мĕш тата 3-мĕш спорт шкулĕсене реконструкцилеме, «Олимпийский» стадионта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ ушкăнне хатĕрлекен центра -  пурĕ 190,8 млн.  тенкĕ пăхса хăварнă, уйрăм категорире тăракан граждансене социаллă пулăшу кӳме   56,8 млн. тенкĕ, Шупашкарти онкологи диспансерĕн хирурги корпусне çĕклесе лартма – 30 млн., Элпуç ялĕнче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула тата унтах шкул çулне çитмен ачасене çӳретме ятарлă уйрăм хатĕрлеме 10 млн.  тата ытти ĕçсене те пурнăçлама сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. Республика бюджетне çĕнĕлĕхе кĕртнĕ хыççăн, 2015 çулта бюджетăн тупăш пайĕ 36,756 млрд.  танлашать. Маларах çирĕплетнĕ бюджетран 10 процента çити хăпарнă, тăкаксен пайĕ   40,656 млрд., кунта та ӳсни курăнать. (10,5 процент). Бюджетăн дефицит калăпăшĕ 2015 çулта 3,899 млрд. тенкĕпе танлашать.   «Бюджетăн параметрĕсене пĕр хутчен çеç мар сӳтсе явнине асăннă Михаил Игнатьев. Ĕçсене пурнăçласси пĕтĕмпех налуксен пайĕ еплерех пухăннипе çыхăннине каланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина предпринимательсен ĕç-хĕлĕнчи уйрăм самантсем пирки чарăнса тăнă, вĕсемпе çыхăннă налуксем пирки те сăмах пуçарнă. Тин çеç предприниматель ĕçне кӳлĕннисен (16 палăртнă позиципе ĕçлекенсен)  çулталăк çурă налук пайĕ нульпе тан пулассине асăннă. Кун пек йышăнăва çирĕплетсен, республикăра тата та ытларах предпринимательсем аталанса каяссине каланă Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин.  Регион ертӳçи ыйтăва çирĕпрех пăхса тухса тишкермеллине палăртнă, хушма канашлусем те ирттерме сĕннĕ. Муниципалитетсенче бюджетсем тăкак тӳсме пултарнипе пултарманни пирки сăмах пуçарнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ыйтăва тепĕр хут тăратма, депутатсемпе пĕрле сӳтсе явма сĕннĕ. Ларăва пухăннисем Чăваш Республикин «Чăваш Республикин Пурне те тивĕçлĕ медицина страхованийĕн территори фончĕн 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккунне кĕртнĕ улшăнусене йышăннă, палăртнă ыйтупа пурте килĕшнĕ. Фонд бюджечĕн тупăш пайĕн калăпăшĕ 2015-мĕш çулта - 10,6 млрд танлашĕ, тăкак пайĕ - 10,8 млрд. тенкĕ пулĕ.  Пухăннисем канашлура Чăваш Республикин территорийĕнче пушара хирĕç кĕрешмелли режима пăрахăçласси пирки калакан йышăнăва та пăхса тухнă.



15 сентября 2015
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter