Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилла Чăваш Ене килнине хатĕрленме пулăшнăшăн регонти влаç органĕсен ертӳçисене Владыка Варнава Шупашкар-Чăваш Епархийĕн наградисене парса хисеп тунă

 


Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкар-Чăваш Епархийĕн представителĕсемпе тĕл пулнă. Владыка Варнава регион ертӳçине суйлавра çирĕп çĕнтернĕшĕн чĕререн тав тунă, ĕçре яланах Турă пулăшса пытăр, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн ĕçлĕр тенĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Ен халăхĕ яланах Турă çывăхнерех пулнине, унăн хăватне туйса пурăннине палăртнă. Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине пĕрремĕш хут килсен - Унăн Святейшестви çитес çĕре ĕненекенсем нихçанхинчен те йышлă пухăннине аса илнĕ. «Эпир яланах Сирĕнпе тачă çыхăну тытса ĕçлесе пыратпăр. 2015 çулта республикăра асра юлмали пулăмсем сахал мар пулчĕç. Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл региона килсе кайни хăйне евĕр пысăк пулăм. Шанатăп, малашне те çирĕп çыхăнăва упраса пырасса, Чăваш Ен çыннисемшĕн Турăпа пĕрле килĕшӳре ăнланса эффективлă ĕçлессе», - тесе палăртса каланă хăй шухăшне Михаил Игнатьев. «Эсир, Чăваш Епархине йĕркелесе ертсе пырса, республикăшăн сахал мар ырă ĕç пурнăçларăр. Пирĕн халăх пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшӳре пурăнать, çакă паллах, Сирĕн тивĕçĕр те. Суйлав вăхăтĕнче те обществăлла политика лару-тăрăвĕ лайăх пулчĕ. Эсир çынсен кăмăлне уçатăр, вĕсене ырă ĕçсем тума пулăшатăр, вĕсен ăс-хакăл тĕнчине пуянлататăр. Çĕре çити Сире пуç таятпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава чи малтанах Мускав тата Руç Патриархĕ Кириллăн ырă сăмахĕсене, ăна регионта ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн республика ертӳлĕхне тав тунине пĕлтернĕ, республикăна малашне те лайăх аталанса пыма пехилленине каланă. «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕрле Чăваш Еншĕн тăрăшмалла. Малашне те çапла пулма Турă пулăштăр. Çак тивлетлĕ çĕр çинчи тĕп халăх чечекленсе пурăнтăр тесе чиркӳпе патшалăх влаçĕ малашне те пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе ĕçлеччĕр. Тĕрлĕ тĕн халăхĕ пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕçлесен тин патшалăх çирĕп пулĕ», - тесе каланă хăй шухăшне Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава. Хальхи вăхăтра Шупашкарта Калинин урамĕнчи Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе лартакан чиркĕвĕн строительство ĕçĕ хĕрӳ пынине пĕлтернĕ. Строительсем икĕ сменăпа тăрăшнине каланă. Çурла уйăхĕн 1-2-мĕш кунĕсенче Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилла республикăра пулнă. Ăна кĕтсе илме яваплăха туйса ĕçленĕшĕн Владыка Варнава ертӳçĕсене наградăсемпе чысланă. Çветтуй Авраам Болгарский медальне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьева парса чысланă. Архиерей грамотипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçине Юрий Васильева, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – информаци политикин министрне Александр Иванова, культура министрне Вадим Ефимова, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин пĕрремĕш çумне – Администрацийĕн шалти политика управленийĕн пуçлăхне Сергей Артамонова, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин çумне – Администрацийĕн ĕçсен управленийĕн пуçлăхне Сергей Вязовскийне, Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова, хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Олег Бирюкова, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕн çумне Сергей Петрова тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Алла Cалаевăна тивĕçтернĕ. Тĕплĕнрех



15 сентября 2015
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter