Михаил Игнатьев Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕпе Георгий Егоровпа тĕл пулнă

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕпе Георгий Егоровпа тĕл пулнă. Ертӳçĕсем Шупашкар районĕнче иртнĕ суйлав пĕтĕмлетĕвне сӳтсе явнă, муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки канашланă. Георгий Егоров районти бюджет туллин пурнăçланса пынине палăртнă,  заводсем ăнăçлă ĕçленине, вĕсем бюджетăн тупăш пайне лайăх витĕм кӳнине асăннă. Муниципалитетра çурт-йĕрсем хута ярасси те курăмлăн пурнăçланать. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнче те лару-тăру аван. Хутса ăшăтмалли тапхăра район туллин хатĕрленнине, халăха ăшăпа вăхăтра тивĕçтерессине каланă Георгий Егоров. Михаил Игнатьев суйлавçăсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме, ЖКХ пайĕн ыйтăвĕсене çивĕч тĕрĕслесе тăма хушнă.



15 сентября 2015
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter