Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Олег Бирюковпа тĕл пулнă

 


Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Олег Бирюковпа тĕл пулнă. Хулан сити-менеджерĕ Çĕнĕ Шупашкарăн суйлав пĕтĕмлетĕвĕ пирки каласа кăтартнă. Пурĕ 25 округран 22-шĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей»  парти çĕнсе илнине пĕлтернĕ. Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хула Депутачĕсен пухăвĕ пулассине, унта депутатсем  хула пуçлăхне суйласси пирки каланă. Тĕлпулу самантĕнче муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки те сӳтсе явнă, бюджетăн тупăш пайне тултарасси çинчен калаçнă. Суйлавçăсем ыйтнă ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртнă ертӳçĕсем. Юлашки çулсенче Çĕнĕ Шупашкара аталанса пыма сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. Хулара пĕчĕк районсем, спорт сооруженийĕсем, ача сачĕсем хута янă, çул-йĕр сарас ĕç те кирлĕ пек пурнăçланса пынă. 2012-мĕш çултанпа пурĕ 100 ытла çурт-йĕр таврашĕсене тирпей-илем кĕртнĕ. Пуласлăхра çак ĕçсене малалла та пурнăçлама тĕллев лартнă. Михаил Игнатьев тата Олег Бирюков муниципалитетра пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртесси пирки канашланă, халăха ĕçпе тивĕçтересси пирки те ыйтăва хускатнă. Тĕплĕнрех

 



15 сентября 2015
11:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter