Çỹллĕ шайра иртнĕ

Вырсарникун Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев видеоконференцине хутшăннă. Ăна "Единая Россия" партин лидерĕ, РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ.

Политика партийĕн вырăнти канашĕн Президиумĕн членĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, партин регионти уйрăмĕн секретарьне пулăшакан, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев пулнă унта. Дмитрий Анатольевич сасăламалли Пĕрлехи кунăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. "Суйлав çỹллĕ шайра иртнĕ. Пирĕн çĕршыв ăнăçлă аталаннине, политика системи мĕнле туйнине çирĕплетсе пачĕ", - тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев журналистсемпе калаçнă чухне суйлав участокĕсене кайса хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланисене тав тунă. "Кашни çыннăн хăйĕн шухăшĕ, хăйĕн политика ăнлавĕ. Пирĕншĕн кашни сасă пысăк пĕлтерĕшлĕ", - тесе палăртнă вăл.

Суйлав умĕнхи таса кĕрешỹшĕн кандидатсене тата политика партийĕсене те тав тунă Михаил Васильевич.

Тунтикун республика Правительствин членĕсемпе ирттернĕ ларура та суйлав кăтартăвĕсене сỹтсе явнă.

Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене тата Чăваш Ен Пуçлăхне суйланин результачĕсем пирки сăмах пуçарнă. "Улатăр, Тăвай, Шăмăршă, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенчи суйлавçăсем сасăлама активлă хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕнче пысăк кăтартупа Михаил Игнатьев çĕнтернĕ", - пĕлтернĕ вăл. Шупашкар хулинчи депутатсен Пухăвне пур округра та "Единая Россия" политика партийĕн кандидачĕсем суйланнине палăртнă Александр Цветков.

Республикăри участоксенчи 1163 суйлав комиссийĕ пĕтĕмлетỹсем тунă хыççăн Михаил Игнатьевшăн Чăваш Енри 354692 суйлавçă (65,48 процент), Олег Николаевшăн - 80130 суйлавçă (14,79 пр.), Валентин Шурчановшăн 69194 суйлавçă (12,77 пр.), Константин Субботиншăн 18235 суйлавçă (3,37 пр.) сасăланă.

А.ИВАНОВА.(Тăвай районĕ)



15 сентября 2015
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter