Михаил Игнатьев Пуçлăх должноçне йышăннă ятпа инаугураци авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче пулать

Михаил Игнатьев Пуçлăх должноçне йышăннă ятпа инаугураци авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче 12:00 сехетре Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче пулать. Инаугурацине тӳрĕ эфирта Чăваш наци теле-радио кăларăмĕсенче, Чăваш Ен влаç органĕсен Порталĕнче те курма пулать. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшӳллĕн асăннă сасăлава 28 территорири тата 1184 участокри суйлав комиссийĕнче ирттернĕ. Михаил Игнатьевшăн 362 пин ытла суйлавçă хăйсен сассине панă ( 65,54 процент). Мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисем тата ытти официаллă çынсем хутшăнĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен паллă пулăма хутшăнма кăмăл туни çинчен авăн уйăхĕн 17-мĕшĕччен 17:00 сех. аккредитациленмелле.  ((8352) 39-35-71, 39-35-72. press2@cap.rupress1@cap.ru).



16 сентября 2015
13:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter