Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма Михаил Игнатьева суйлавра пĕтĕм халăх суйланă ятпа унăн ячĕпе салам çырăвĕсем килсе пыраççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма Михаил Игнатьева суйлавра пĕтĕм халăх суйланă ятпа унăн ячĕпе салам çырăвĕсем килсе пыраççĕ. Çырусемпе телеграммăсене федераци тата республика шайĕнче влаç органĕсенче ĕçлекенсем, ют çĕршывсенчен, пысăк промышленноç предприятийĕсенчен, культура, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе ытти тытăмри ертӳçĕсенчен сахал мар саламсем килнĕ.  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕ Дмитрий Медведевран салам телеграмми килсе çитнĕ. «Сирĕн пысăк пĕлĕвĕр тата ертсе пымалли ĕç опычĕ Чăваш Республикин ыйтăвĕсене эффективлă татса пама, хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса ĕçлеме пулăшĕç. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти ячĕпе  Сире ăнăçусем, сывлăх, чи ыррине çеç сунатăп», - тесе çырнă телеграммăра.   Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин саламланă: «Сирĕн професси опычĕ, тапса тăракан çăлкуç пек энерги, ертсе пырас ĕç таланчĕ, тĕрлĕ ĕçсене тĕрĕс йĕркелесе пыма пĕлни – пысăк та яваплă ĕçĕрте тата та пысăк çитĕнӳсем тума пултарасса шанатăп», - тенĕ çырура. Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн çумĕ  Ильяс Умаханов саламланă: « Пĕтĕм чун-чĕререн Сире саламлатăп. Çирĕп сывлăх, яланах тус-юлташăрсем, пĕрле ĕçлекен ĕçтешсем  пулăшса пыччĕр. Малашне те Раççей Федерацийĕшĕн, Чăваш Республикишĕн çитĕнӳсемпе ĕçлеме сĕнетĕп», - тесе çырнă çырура. Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Умит Ярдымпа тата Беларуç Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕнчен Игорь Петришенкоран та саламсем килнĕ. Вĕсем регион ертӳçин пысăк та пуян опытне палăртнă, яваплă ĕçре малашне те ăнăçусем суннă.  Республикăсем хушшинчи çыхăнусем упранса аталанса пырассине палăртнă.   Михаил Игнатьев патне Раççей Федерацийĕн ГКЧС Министрĕнчен Владимир Пучковран та салам килсе çитнĕ. Регион Пуçлăхĕ пулма суйлавра Михаил Игнатьева халăх суйланăшăн ырласа çырăва Раççей МЧС ячĕпе çырнă. «Халăх шанни куçкĕретех. Сирĕн пултарулăхăра çынсем шанаççĕ, Сирĕн авторитет та халăхра пысăк. Граждансем Эсир Ертӳçĕ пулса ĕçленине пысăка хаклаççĕ. Малашне те Сире регион ырлăхĕшĕн тăрăшасса пĕлеççĕ», - тенĕ çырура. Мускав мэрĕ Сергей Собянин хăйĕн салам йĕркисенче регионта Михаил Игнатьев юлашки çулсенче çав тери пысăк çитĕнӳсем тунине палăртнă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн авторитечĕ çӳллĕ шайра пулнине асăннă. Михаил Игнатьева ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Вăрçă ветеранĕсен ячĕпе Михаил Игнатьева суйлавра мала тухнăшăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тивĕçнĕ ятпа Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Илья Прокопьев саламланă. «Пирĕн суйлавçăсем Сирĕн ĕçе пысăка хакларĕç. Хаклăран та хаклă Михаил Игнатьевич, Сире тата Сирĕн çывăх çыннăрсене малашне те лайăх ĕçлеме ветерансем  чун-чĕререн ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем сунаççĕ», - тесе çырнă салам йĕркисенче. Михаил Игнатьев ячĕпе тата та нумай пысăк ертӳçĕсенчен, обществăлла организацисенче тăрăшакансенчен, МИХра вăй хуракансенчен, пур çынтан та саламсем килеççĕ.  

.



16 сентября 2015
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter