Михаил Игнатьев Чăваш Енри мĕнпур халăха суйлавра хăйне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидата ырласа сасă панăшăн, малашне те хăйнех ĕçлеме шаннăшăн тав тăвать

 Михаил Игнатьев Чăваш Енри мĕнпур халăха суйлавра хăйне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидата ырласа сасă панăшăн, малашне те хăйнех ĕçлеме шаннăшăн тав тăвать. «Республикăри мĕнпур граждана суйлавра маншăн сасăланăшăн тав сăмахĕсем калатăп. Эпĕ те сире чунтан шанатăп, малашне пĕрле ĕçлесе пурнăçа тата та аванрах йĕркелесе пырасса. Пирĕн пĕрле пурăнмалла, яланах пĕрле ĕçлемелле! Малашлăхра яваплăха туйса ĕçлемелли ĕçсем сахал мар. Эпир сирĕнпе пĕрле республикăн аталанăвĕ пирки тĕллевсем лартнă. Чи кирли - тĕллевсене туллин пурнăçа кĕртсе пырасси», - тенĕ вăл. «Палăртса хăварасшăн, иртнĕ çулсенче те сахал мар ĕç пурнăçланă. Раççей регионĕсем хушшинче Чăваш Ен тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Пирĕн ĕçсене федераци шайĕнче ĕçлекен экспертсем те пысăк хак пачĕç. Çитĕнӳсене упраса хăварассишĕн малашне те тăрăшса ĕçлĕпĕр. Халăх суйласа лартнă влаç малалла та яваплăха туйтăр, халăх шухăшне тĕпе хурса ĕçсене пурнăçлатăр – çаксем манăн принциплă позицисем», - тесе палăртса каланă хăй шухăшне Михаил Игнатьев.



16 сентября 2015
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter