Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш наци конгресĕн президенчĕпе Николай Угасловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш наци конгресĕн президенчĕпе Николай Угасловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче пирĕн республикăн тата регионсен наципе культура пĕрлешĕвĕсем Михаил Игнатьева суйлавра мала тухнине, çĕнтерӳçĕ пулса тăнине тивĕçлĕ тесе нимĕн иккĕленмесĕрех хакланине, чăваш халăхĕ кирлĕ пек йышăну тунăшăн ертӳçĕсем кăмăллă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма должноçе Михаил Игнатьев суйланнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланине пĕлтернĕ. «Юлашки çулсенче Чăваш Енпе тачă çыхăну тытса ĕçленине уйрăммăн палăртаççĕ. Вĕсене аталанса пыма, çыхăнăва çирĕплетме сахал мар ĕç пурнăçланă. Малашне те килĕшĕве упраса пырассине шанаççĕ», - пĕлтернĕ вĕсен шухăшĕсене Чăваш наци конгресĕн председателĕ Николай Угаслов. Юлашки çулсенче ЧНК представителĕсем çĕршыв тăрăх сахал мар çӳренине палăртнă. Тĕрлĕ регионсен ертӳçисемпе, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче диаспорăсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме витĕм кӳнĕшĕн ырласа хăварнă. Паянхи кун Чăваш наци конгресĕ активлă аталанса пырать. Калăпăр, авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче  Симферопольте  Чăваш наци культурин пĕрлешĕвĕ уçăлĕ, çитес вăхăтра Белгородра та Наци культурин автономийĕ йĕркеленессине каланă. Палăртса хăварасшăн, 1,5 млн чăваш çĕршывра шутланать, вĕсем Раççейри пур регионсенче те пурăнаççĕ, пĕр пĕчĕк пайĕ çĕршывран аякрах мар Казахстанра, Узбекистанра, Украинăра вырнаçнă. ЧНК обществăлла организацине 20 çул каялла пуçарса янă. Çĕршыври ытти регионсенче те сахал мар çакăн йышши пĕрлешӳсем йĕркеленнĕ. Юлашки пиллĕк çул хушшинче вĕсен шучĕ 81-рен 93 çитнĕ. Чăваш Ен Правительстви наци культурин пĕрлешĕвĕсене витĕм кӳни те куçкĕретех. Чăваш диаспорине упраса хăварассишĕн тата ăна аталанса пыма сахал мар пулăшу кӳнине палăртнă Николай Угаслов. Калаçу вăхăтĕнче регион ертӳçи Михаил Игнатьев «ТУС» строительство енĕпе ĕçлекен предприятийĕн ĕçĕпе те кăсăкланнă. Палăртса хăваратпăр, организацийĕн генеральнăй директорĕ Николай Угаслов. Ертӳçĕ кăçалхи çул строительство пайĕн кăтартăвĕ  пĕлтĕрхипе танлаштарсан 25 процент ытларах ӳсессине каланă, çитес çул та кăтартусене чакарманнине шантарнă.  Тĕплĕнрех



16 сентября 2015
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter