Раççейĕпе паллă бизнесменсемпе Мускавра регион ертӳçи Михаил Игнатьев строительство тата ял хуçалăх енĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă

 


Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра. Регион ертӳçи официаллă мероприятисене хутшăнма, хăш-пĕр ĕçлĕ тĕлпулусене ирттерме палăртнă. Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи Полномочиллĕ представительствинче  Раççейре чи ăнăçлă ĕçлекен малта пыракан бизнесменсемпе тĕл пулнă. Вĕсем: «Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри  обществăлла организацийĕн Генеральнăй канашĕн Президиумĕн членĕ, «Фабрикант.ру» ТМЯП генеральнăй директорĕ, «SuperJob», ТМЯП ертӳçи, «НАИЗ» предприятийĕн Генеральнăй директорĕ Сергей Габестро тата «ТехноНИКОЛЬ» корпорацийĕн Президенчĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçи Сергей Колесников. «Технониколь» корпораципе Чăваш Республики икĕ çула яхăн çирĕп çыхăну тытса ĕçлет. Аса илтеретпĕр, Шупашкарта «ТехноНИКОЛЬ» корпорацийĕн вĕрентӳ центрĕсем  2014 çулта юпа уйăхĕнче хута кайнă. Çак ĕç строительство пайĕшĕн, вĕренӳ тытăмĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренӳ центрĕнче Чăваш Енре специалистсене пахалăхлă тарăн пĕлӳ параççĕ. Строительство тытăмĕнче пысăк квалификациллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ, ĕçĕн пахалăх шайĕ ӳсет, çуртсене лайăхрах тăваççĕ. Михаил Игнатьевпа Сергей Габестро Чăваш Енре ял хуçалăх пайне аталантарассипе çыхăннă ыйтусем пирки те сӳтсе явнă. Чăваш Енре Сергей Габестро хывнă инвестици пурнăçа та кĕнĕ. Унăн  «Кипиай Агро» предприятийĕ  Пăрачкав районĕнче усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçлет. Вĕсем  Чăваш Енре пуçласа сой тирпейлессипе вăй хураççĕ. Ертӳçĕ Чăваш Енре хăйĕн бизнесне анлăлатма шут тытни пирки пĕлтернĕ. Вĕсем çĕр улмипе кишĕре те лартса çитĕнтерме тĕллев лартнă. Чăваш Енре усă курăнман çĕрсене ытларах та ытларах пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă.  Икĕ бизнесмен, Раççей регионĕсенче ĕçлесе сахал мар ĕç опыт пухнăскерсем, Чăваш Енре бизнеса аталанса пыма çав тери меллĕ пулнине каланă, условисем те çителĕклине асăннă, бизнес енĕпе ĕçлеме шут тытнисене яланах влаç органĕсенче тăрăшакансем пысăк витĕм кӳнине каланă.  Михаил Игнатьев пысăк бизнесменсемпе ытти актуаллă ыйтусене те сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех



16 сентября 2015
15:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter