Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче суйлавра суйланнă регионсен пуçлăхĕсемпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Сочире ирттернĕ тĕлпулăва Михаил Игнатьев хутшăннă

 

 

 

 


Паян, авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Сочире пулнă. Унта вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ ĕçлĕ канашлăва хутшăннă. Тĕлпулăва 2015 çулта авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче суйланнă РФ регионӗсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Пухăннисем Пĕрлехи суйлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ, РФ субъекчĕсен малашнехи аталанăвĕпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнă. Аса илтеретпĕр: Чăваш Енре суйлавçăсен 65,54 проценчĕ  хăйсен сассине  Михаил Игнатьевшăн панă. Тĕплĕнрех



17 сентября 2015
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter