Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Председателĕн Д.А. Медведевăн Чăваш Енри обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçипе, Федерацин Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕпе Николай Николаевпа тĕл пулнă

 


Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕн çумĕпе, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕн Д.А. Медведевăн Чăваш Енри обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçипе, Федерацин Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕпе Николай Николаевпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев ĕнер Сочире ĕçлĕ çул çӳревре пулни çинчен каласа кăтартнă.  Ертӳçĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин лартнă пысăк тĕллевсем пирки чарăнса тăнă. Ĕçлĕ канашлура пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕ, сывлăх сыхлавне модернизацилессине, халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев Николай Николаев ертсе пыракан Федерацин Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн ĕçне пысăка хурса хакланă. «Ĕçе пĕлсе кирлĕ пек тĕрĕс йĕркеленĕ. Чи пахи халăх медицина пулăшăвĕсемпе кăмăллă. Центр ĕçлеме тытăннăранпа пурĕ 35  пин çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Чăваш Енре пурăнакан 13 пин ытла çын пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне илнĕ», - тесе палăртнă центрăн тĕп врачĕ. Палăртса хăвармалла, кунне Федерацин Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче 30- тан пуçласа 35 операци тăваççĕ. Ултă çул хушшинче специалистсем пурĕ 158 çынна консультаци панă. Сипленме кунта Раççей тĕрлĕ кĕтесĕсенчен, 76 регионтан килеççĕ. Ют çĕршывсенчен сипленме килнĕ тĕслĕхсем те сахал мар. Регион ертӳçи «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕн Д.А. Медведевăн Чăваш Енри общество йышăну пӳлĕмĕн  ĕçне те ырăпа палăртса хăварнă, çав тери эффективлă ĕçленине каланă. «Халăх программине йĕркелес тесе, эпĕ çынсенчен хăйсен шухăшне пĕлтерме, сĕнĕвĕсене тăратма ыйтрăм. Ку енĕпе те сахал мар ĕçленĕ. Патшалăх программине пурнăçа кĕртес ĕçре халăхăн ыйтăвĕсене шута илсе пурнăçлатпăр. Малашне те пуçаруллă çынсен сĕнĕвĕсене хамăр ĕçре тĕпе хума тăрăшăпăр», - тенĕ вăл.  Николай Николаев Михаил Игнатьева Федерацин Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн, Общество йышăну пӳлĕмĕн ĕçĕсене пысăка хурса хакланăшăн тав тунă. Обществăлла йышăну пӳлĕмĕ чăннипех те халăхпа влаçа çыхăнтарса тăракан пай пулнине каланă. Вăтамран пуçтарăнакан ыйтусенчен 35 проценчĕ çийĕнчех пурнăçланать, тепĕр 35 проценчĕ  консультаци илет тата 30 проценчĕ вара влаç органĕсене пачах та пырса тивмен ыйтусем шутне кĕреççĕ. «Ĕç малалла пырать,  пурнăçламалли сахал мар. Халăх ыйтăвне тивĕçтерес тесе сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ пулĕ. Паллă, пĕр самантрах пур ыйтăва та татса пама пулмасть, анчах та вĕсемпе куллен ĕçлеме тăрăшмалла, пире халăх шаннине тӳрре кăлармалла», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



18 сентября 2015
13:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter