Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Владимир Ермолаев предпринимательпе тĕл пулнă

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Владимир Ермолаев предпринимательпе тĕл пулнă. Асăннă ертӳçĕ халхи вăхăтра «СУОР» ТМЯО, «Агрохолдинг «Юрма» ТМЯО, «Чулочно-трикотажная фабрика» ТМЯО, «Микрохирургия глаза и Контур» ТМЯП тата ытти предприятисен  генеральнăй директорĕ шутланать. Бизнесмен регион ертӳçине пуласлăхри инвестпроект ĕçĕсемпе паллаштарнă. Кăçалхи çул бизнесри пур тытăмра та тухăçлă ĕçленине асăннă. Строительство пайĕнче кăтарту кăштах сахалтараххине каланă. «Пур тытăмра та ĕç кăтартăвĕ 30-40 процента çити ӳсни аван. Малашне те çакăн пек ăнăçлă ĕçлемелле, çынсене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕç ун чухне», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил Игнатьев.

 



18 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter