Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Вӑрман отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветаранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Пирӗн республика мӗн авалтан вӑрмансен илемӗпе тата пуян­лӑ­хӗпе палӑрса тӑрать. Вӗсене сыхласа хӑварассишӗн тата ҫӗнетсе пы­рас­сишӗн тӑрӑшасси — Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗ­рӗ­сенчен пӗри.

Регионта вӑрманпушар служби тухӑҫлӑ ӗҫлет, вӑрман хуҫалӑхӗн сфе­ринче 800 яхӑн ҫын вӑй хурать. Вӗсем вӑрманти пушар хӑруш­сӑр­лӑхне тивӗҫтереҫҫӗ, вӑрмана сӑтӑр тӑвакан хурт-кӑпшан­кӑ­се­не вӑ­хӑт­ра тупса палӑртса сиенсӗрлетеҫҫӗ, йывӑҫ тӗсӗсене лайӑхлатса пыраҫҫӗ, вӑрман тухӑҫлӑхне тата ҫирӗплӗхне ӳстерес, унти пурнӑҫ тӗрлӗлӗхне сы­х­ласа хӑварас тесе ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ, йывӑҫ ларса ӳсте­реҫҫӗ.

2010 ҫулта Чӑваш Ен, Раҫҫейри ытти субъектсем пекех, вӑрман пу­ша­рӗ­сене пула шар курчӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑрманҫӑсем ҫав сиене пӗ­терес тата вӑрманта пушар тухасран сыхланас енӗпе хастарлӑн ӗҫ­леҫҫӗ. Ҫу­нӑк вӑрмансен лаптӑкӗн 95 процентне тасатса йӗркене кӗртнӗ, ҫуннӑ вӑрман­сен 40 яхӑн процентпа танлашакан лаптӑкне чӗртсе тӑрат­нӑ, ку енӗпе тӑвакан ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.

Юлашки 5 ҫулта вӑрманпушар техникин йышӗ вун-вун ятарлӑ автомобильпе, ятарлӑ техникӑпа тата хатӗр-хӗтӗрпе пуянланчӗ. Асӑрхат­тару ӗҫӗсене комплекслӑ майпа пурнӑҫланине пула кӑҫал Чӑваш Енпе Тутарстан территориӗсенчи вӑрмансенче, Атӑлҫи федераци округӗнчи ытти регионсемпе танлаштарсан, пушарсем пулман.

2013 ҫултан пуҫласа вӑрман хуҫалӑхне пахалӑхлӑн тытса пыма республика бюджетӗнчен самаях пысӑк укҫа-тенкӗ уйӑрма тытӑннӑ.

Хӑйӗн ырми-канми ӗҫӗпе тӑван ен ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне перекетлеме тата ӳстерсе пыма пулӑшакан мӗнпур ҫынна чунтан тав тӑ­ватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, палӑртнӑ мӗнпур тӗллеве пурнӑҫлама, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан                                 М.Игнатьев



18 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter