Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Бизнес молодость» проект пуçаруçăсенчен пĕринпе Михаил Дашкиевпа тĕл пулнă

 


Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Бизнес молодость» проект пуçаруçăсенчен пĕринпе Михаил Дашкиевпа тĕл пулнă. Калаçăва Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов хутшăннă. Регион ертӳçи Михаил Дашкиева килĕшсе ĕçленĕшĕн тав тунă: «Чăваш Ен лайăххисен хисепĕнче пултăр тесе, эпир çамрăксен сĕнĕвĕсене яланах шута илме, вĕсен предложенисене тĕпе хума тăрăшатпăр», - тенĕ  Михаил Игнатьев. Чи малтанах Михаил Дашкиев вĕсен пĕрлешĕвĕ республикăн имиджне тăвассишĕн шухăшланине пĕлтернĕ. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе Чăваш Енре пурăнакансем активлă хутшăннине пĕлтернĕ. Çак ĕçе массăллă информаци хатĕрĕсенче ытларах сармаллине асăнса хăварнă. Проект пурнăçа кĕрсен республикăн инвестици илĕртӳлĕхĕ тата та анлăланассине палăртнă вăл. Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче республикăра предпринимательсене аталанма çав тери лайăх условисем пулнине, обществăлла политика лару-тăрăвĕ те çирĕп пулнине асăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев малашне те бизнес тата влаç пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса ĕçлессине шантарнă. Тĕплĕнрех

 



18 сентября 2015
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter