Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕрпӳ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Казаковпа тĕл пулнă

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕрпӳ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Казаковпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев Аслă Çавал урлă выртакан кĕперĕн шăпи пирки ыйтса пĕлнĕ. Нумаях пулмасть уçнă кĕпере каялла хупнине пĕлтернĕ вырăнти ертӳçĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Волга» УПРДОР ĕçне критиклесе илнĕ, лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслеме хушнă. Ертӳçĕсем муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки сӳтсе явнă. Районта налук пухас ĕç, ял хуçалăхне аталантарасси кирлĕ пек тивĕçлĕ пулса пынине асăннă, 15 çул таран усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕç те туллин пурнăçланнине палăртнă.



18 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter