Импорта улăштарас политика Чăваш Енри предприятисем валли лайăх малашлăх уçать

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республикăри икĕ пысăк организацине «ЧЗСМ» тата  «Текстильмаш» АУПсене çитсе килнĕ. «ЧЗСМ» АУП ра Михаил Игнатьев производство ĕçĕпе паллашнă, цехсене пăхса çаврăннă. Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Эмма Балыбердина хальхи вăхăтра завод тĕрлĕ кирпĕчсем калăпланине асăннă. Таварсене республикăра анчах мар, Раççейри ытти регионсене те аван вырнаçтарнине палăртнă. «Кăçал çичĕ уйăх хушшинче предприяти пурĕ 315,4 млн. тенкĕлĕх тавар кăларнă, палăртса хунă плантан ирттерни те куçкĕретех. Заводра ĕçлекенсем хушшинче лару-тăру лайăх. Кунта тăрăшакансем хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа таса чунпа пурнăçлаççĕ. Предприяти шучĕпе çамрăк специалистсене вĕрентсе кăларатпăр», - тесе пĕлтернĕ регион ертӳçине предприятийĕн пуçлăхĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев предприятинче ĕçлекенсене ырланă. «Строительство хатĕрĕсене калăплассипе ытти предприятисем хушшинче чаплă вырăн йышăнатăр. Технологине пăхăнса ĕçлени таварсен пахалăхне упраса пыма хистет», - тенĕ вăл. «Республикăра малашлăхра 30 шкул хăпартма, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене аталантарма  йышăннă федераци программисем строительство тытăмĕшĕн те вырăнлă пуласси паллă», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май.  «ЧЗСМ» АУП генеральнăй директорĕ Эмма Балыбердина хăйĕн сăмахĕнче республикăра бизнеса çаврăнса кайма питĕ лайăх условисем пулнăшăн регион ертӳине ырланă. Влаç органĕсенче ĕçлекенсем витĕм кӳнине туятпăр тесе пĕлтернĕ. «2012-2013 - мĕш çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Паллах, паянхи çăмăлах мар пурнăçра та эпир хамăр ăва пысăк тĕллевсем лартатпăр - таварсен калăпăшне чакармалла мар, ăна упраса хăварассишĕн тăрăшмалла. Заводра ĕçлекенсен ĕç укçине вăхăтра тата кирлĕ пек виçепе тивĕçтерĕпĕр. Калас пулсан, предприятинче ĕçлекенсем уйăхне 20 пин илеççĕ», - пĕлтернĕ Эмма Балыбердина.  «Текстильмаш»   организацире  çĕнĕ станоксене пăхса çаврăннă Михаил Игнатьев. Пир-авăр тĕртмелли станоксене калăплассипе предприяти Раççейĕпе чи паллă организаци шутланать. Организацийĕн генеральнăй директорĕ Владимир Калинин хăйĕн сăмахĕнче вĕсен таварĕсем пурне те тивĕçтернине асăннă, предприятинче Турцине илсе кайма тăратнă конвейерти станоксене кăтартнă. «Çурла уйăхĕнче Турципе килĕшӳ хутне алă пуснă. Çак ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, çĕртме уйăхĕнче таварсен пĕрремĕш пайне ăсатнă та, иккĕмĕш пайне вара çурла уйăхĕнче.   Конвейер çинче тата 12 станок хатĕр тăрать, хăйсен черетне кĕтсе лараççĕ», - тенĕ вăл.  Предприяти виççĕмĕш уйăх пысăк заказпа ĕçлет. Мускава кирлĕ таварсене калăплассипе ĕçлет. «Паянхи лару-тăру предприятисене çĕнĕлле аталанса пыма май парать. Производствăсене çĕнĕрен те çĕнĕрен модернизацилес пулать, çĕнĕ станоксене вырнаçтармалла. Влаç органĕсенче тăрăшакансем яланах сире витĕм кӳме хатĕр», - палăртнă Михаил Игнатьев. Предприятисенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев çынсемпе курнăçнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем панă. Тĕплĕнрех



02 сентября 2015
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter