Вăрнар районĕ: «Симĕс ылтăн» – тупăш çăлкуçĕ

«Пахчи-пахчи, хăмла пахчи. Ячĕ кайрĕ инçете» тÿрех аса килеççĕ юрăри сăмахсем хăмла плантацине курсан. Шел те, çулсем иртнĕ май чăваш хăмлин чапĕ хавшарĕ, анчах та пĕр тикĕссĕн явăнса ÿсекен хăмлалăх халĕ те тыткăнлама пăрахмасть.

Хăмла ĕçĕпе кашни районти кашни хуçалăх тенĕ пек тăрăшнă вăхăтсем, шел те, иртрĕç ĕнтĕ. Пирĕн районта та, ав, ăна «Агрохмель» тулли мар яваплă обществăра çеç лартса тăваççĕ.

«Симĕс ылтăн» плантацийĕн речĕсем таса, çĕре кăпкалатсах, тасатсах, имçамласах тăни курăнать. Хунавсем вăй илес вăхăтра çумăрсем пулманран кунта кăçал мелиораци мелĕпе те усă курма тивнĕ.

Хăмла туса илекенсем ăна хунавран тытăнса пиçĕ пучах таран çитĕнтересси çăмăл маррине аван пĕлеççĕ. Çитменнине, ĕçĕн пысăк пайне алă вĕççĕн пурнăçлаççĕ. Акă «Агрохмель» обществăн пĕр ушкăнĕ хунавсене касса прицеп çине типтерлĕн хурать, Юрий Алексеев хаклă «пурлăха» комбайн çине кÿрсе çитерет.

Хăмла тасатса типĕтекен комплексра сăмсана тÿрех пиçĕ пучахсен ырă, техĕмлĕ шăрши кăтăклама тытăнать. Ку тапхăрта кунта яланхиллех хĕрÿ ĕç пырать. Ершепуçсем ку культурăна пуçтарма иртнĕ эрнере тухнă. 18 гектаран 6-шне яхăн татса тирпейленĕ ĕнтĕ. Тухăçĕ те пĕчĕк мар – 13 центнер.

Комплексра ĕç вĕрет кăна. Тиесе килнĕ хăмла авăрĕсене Валерий Бурмистровпа Валерий Семинаров çакса тăраççĕ. Юлия Иванован, Николай Воронцовăн, Андрей Ливановăн, Лев Курманинăн, Любовь Васильеван, Полина Ефремован, ыттисен те пушă сăмах çапма вăхăт çук.

Уйăрнă пучахсем конвейерпа тÿрех сушилкăна лекеççĕ. Кунта вĕсене михĕсене тултарса тиесе яраççĕ. «Агрохмельте» тимлекенсем хăйсен хăмлин пахалăхĕ пирки пĕртте иккĕленмеççĕ. ,çе аван пĕлеççĕ вĕсем, хăмлаçăсен пысăк пайĕ нумай çул ку енĕпе тимлет. Леонид Паньковăн, ав, стажĕ 30 çул. Çавăнпа та вăл ку культурăна туса илессине чи пĕчĕк вак-тĕвек таран аван пĕлет.

Чуна парса ĕçлекенсем хăмла çитĕнтерессинче тăкак курмаççĕ. Пĕлтĕр ав ĕççи пуçланнă вăхăтра ун хакĕ 100 – 150 тенкĕ пулнă пулсан, вĕçнелле 500 тенке çитнĕ. Кăçал «симĕс ылтăна» халех 300 – 350 тенкĕпе хаклаççĕ. Эппин, «Агрохмельте» тимлекенсен те тупăш курас шанăç пысăк. Çитменнине, культура сорчĕсене кунта çĕнетсех тăраççĕ.



02 сентября 2015
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter