Çĕнĕ çул – аталану палли

Енĕш салинче пурăнакансем «тинех цивилизацине тухрăмăр» тесе шÿтленинче чăнлăхĕ те пурах. Шурлăхлăрах вырăнсенче çуркунне-кĕркунне, йĕпе-сапара транспортпа мар, çуран та каçса çÿреме хĕнрех пулнă. Халĕ Тĕп урампа тăсăлакан хытă çула тата юнашарти тротуара пăхатăн та – хурлăхлă ÿкерчĕк тахçан ĕлĕк пулнăн туйăнать.

Енĕшсем çăмăл алăллисем пулчĕç, ахăртнех, – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Указĕпе ял урамĕсем хушинчи çула вак чулпа хăпартас программăпа Вăрнар районĕнчи пĕрремĕш çула шăпах ку ялта уçрĕç. Вăл 870 метра тăсăлать.

Çĕнĕ çул хăпартнăран-и – Енĕш çĕнелнĕнех туйăнчĕ. Урам тăрăх утнă май сала капмар çуртсемпе пуянланнине те асăрхатăн. Тĕрĕсех каларĕ хĕрлĕ хăйăва каснă чух Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов: «Çулсем, социаллă объектсем çĕкленни – ялсен аталанăвĕн, пуянлăхĕн палли...».

Район админстрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тĕлпулусенче сала çыннисем çул ыйтăвне пĕрре мар çĕкленине аса илчĕ. Акă халь ĕçĕ те пулчĕ, халăх та кăмăллă. «Ял хушшине çулсем сарас программа тин ĕçлеме пуçларĕ. Паллах, кашни ялта пурăнаканах ку ырлăха хăйсем патĕнче курасшăн. Ку поселенири çĕн-сăрьелсем ав çул проектне хăйсен пуçарăвĕпе, хăйсен укçипе хатĕрлеттернĕ. Кунта çывăх çулсенчех çĕнĕ çул пулас шанăç пысăк», – терĕ вăл.

Уйкас Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕ Александр Петров çĕнĕ çул Кивçурт Енĕш тата Услантăр Енĕш ялĕсенче пурăнакансене те çăмăллăх кÿнине палăртрĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕ кунта вырнаçнă, кĕçех çĕнĕ чиркÿ алăкĕсене уçмалла, виçĕ ял масарне сала тăрăх çул выртать.

Фельдшерпа акушер пункчĕ тенĕрен, эрнекун ăна та официаллă майпа уçрĕç. Культура çурчĕ çумĕнче çĕкленсе ларнăскер, районта вăл программăпа юлашки, республикăра 99-мĕш пулчĕ.

Республика, район ертÿлĕхĕ мĕнпур условиллĕ медицина çурчĕ уçăлнă пулин те унта ытларах сипленме мар, сывлăха тĕрĕслеттерме килме ăнăçу сунчĕ. Ял çыннисене кунта Кивçурт Енĕш хĕрĕ Татьяна Афанасьева йышăнать.

Кивĕ ФАП-ри условисемпе танлаштараймăн, паллах. Тухтăрсен вутне те хăйсенех хутмалла, шывне йăтмалла пулнă. Пĕрене çуртра ăшши те тытăнса тăман. Анчах та çакă пирвайхи тивĕç çине витĕм кÿмен, ахальтен мар ĕнтĕ маларах ĕçленĕ тухтăрсене Ирина Даниловна Данилована та, Елена Афанасьевна Володькина ку тăрăхри çынсем ырăпа çеç асăнаççĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов халăх пурнăçне хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ку программăсем çитес çул малалла тăсăлассине аса илтерчĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕсем республикăра тата 50 ялта çĕкленĕç, çĕнĕ çулсем вуншар ялта хăпарĕç. (Вăрнар районĕ)



02 сентября 2015
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter