Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Романовпа тĕл пулнă

 


Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Романовпа тĕл пулнă.  Михаил Игнатьев тата Николай Романов муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Ертӳçĕсем çул-йĕр, пурлăхпа çĕр, уй-хирти çĕнĕ тухăç пирки те сăмах пуçарнă.  Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Романов муниципалитетра вырмана вăхăтра вĕçленине пĕлтернĕ. Иртнĕ суйлаври ĕç кăтартăвĕсем пирки те чарăнса тăнă. Регион Ертӳçи муниципалитетра суйлава лайăх ирттернине, лару-тăрăва вырăнти ертӳлĕх çирĕп тĕрĕслесе тăнине каланă. Суйлавçăсене иртнĕ суйлава активлă хутшăннăшăн тав тунă.



20 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter