Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕпе Валерий Фадеевпа тĕл пулнă

 


 Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕпе Валерий Фадеевпа тĕл пулнă. Муниципалитет ертӳçи район иртнĕ суйлавра питĕ активлă пулнине пĕлтернĕ, суйлавçăсенчен 90 проценчĕ суйлавра хутшăннине палăртнă. Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидата ырласа суйлавçăсенчен 85 проценчĕ хăйсен сассине панине каланă, Михаил Игнатьева халăх вăйлă шаннине, ăна хисепленине пĕлтернĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйне суйлавçăсем пысăка хакланăшăн чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Калаçу тапхăрĕнче ертӳçĕсем бюджет, ял-хуçалăх ыйтăвĕпе çыхăннă самантсене сӳтсе явнă. Валерий Фадеев хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетра бюджет ыйтăвĕ туллин пурнăçланнине пĕлтернĕ. Çитес вăхăтрах  Александр  Сатеев фермер Чăваш Енре хăйĕн таварне, аш-какай тăратма пуçласси пирки ырă хыпара пĕлтернĕ.



20 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter