Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕпе тĕл пулнă

 


 Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕпе Евгений Лебедевпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Вырма ĕçĕсене, çĕнĕ хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем пирки канашланă. Евгений Лебедев муниципалитетра кĕркуннепе хĕллене хутса ăшăтмалли тапхăра планпа килĕшӳллĕн пурнăçласа пынине пĕлтернĕ. Коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн пухăнса кайнă парăмсене çынсен харпăр хăй усă курнăшăн укçа-тенкĕне вăхăтра тӳлесе пымаллине асăннă ертӳçĕсем. Вăл çавăн пекех Пăрачкав салинче кил-çуртсем таврашĕнче çулсене пĕтĕмпех йĕркелесе çитернине пĕлтернĕ регион Ертӳçине. Палăртма кăмăллă, нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче машинăсене лартма ятарлă вырăнсем те йĕркелесе панине каланă, кил-çуртсем таврашĕнчи объектсене тирпей-илем кӳртме Пăрачкава пурĕ 1 млн.тенкĕ ытла куçарнине пĕлтернĕ.



20 сентября 2015
16:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter