Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне официаллă йĕркепе Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче йышăннă

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне официаллă йĕркепе Михаил Игнатьев  авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче йышăннă. Инаугураци республикăн Правительство çуртĕнче иртнĕ. Торжествăлла пулăма Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Олег Мельниченко, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ  Вадим Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Алена Аршинова, Анатолий Аксаков тата Руслан Тихонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем, Раççей Федерацийĕн регионĕсен представителĕсем, муниципалитетсен пуçлăхĕсем, обществăлла организацисен ертӳçисем, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем тата та нумай официаллă çынсем пухăннă.  Церемони вăхăтĕнче Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Чăваш Республикин Суйлавĕн тĕп кăтартăвĕсемпе, Тĕп суйлав комиссийĕн протоколĕн ĕçĕпе паллаштарнă. Суйлавçăсенчен 65,54 проценчĕ Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма хăйсен сассисене панине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăх пулма Михаил Игнатьева халăх суйласа лартнине, суйлав саккунпа килĕшӳллĕн тĕрĕс иртнине палăртнă.  Малалла сăмах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов илнĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьева паха опытлă ертӳçĕ пулнине каланă. Пурнăçăн пысăк шкулĕ витĕр тухнине, çав тери пултаруллă, ĕçчен те пысăк тавракурăмлă патшалăх деятелĕ пулнине асăннă.  Хăйĕн ĕçĕнче пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн, вăл Чăваш Енĕн çутă пуласлăхĕшĕн тăрăшнине каланă. Унăн пысăк авторитечĕ пулнине суйлавра халăх ăна хисеплесе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма суйлани те çакнах çирĕплетсе панине асăннă. Михаил Игнатьев Чăваш Ен халăх умĕнче тупа тунине чăвашла та вырăсла та чĕререн тухакан сăмахсене çынсем патне илсе çитерчĕ. Халăх умĕнче малалла та саккуна пăхăнса, таса чунпа, яваплăха туйса ĕçлесси пирки тупа тунă. Чăваш Республикин Конституцийĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов Михаил Игнатьев çине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулнине çирĕплетекен ятарлă паллăна çакса хисеп тунă. Хыççăн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕсем янăранă. Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Олег Мельниченко Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне тивĕçнĕ ятпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путинăн салам çырăвне вуласа панă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ  Юрий Попов «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика Партийĕн Председателĕнчен Дмитрий Медведевăн, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Валентина Матвиенкăн, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕнчен Сергей Нарышкинăн, РФ Федераци Канашĕн ют çĕршыв ĕçĕсемпе ĕçлекен Комитетăн председателĕ Константин Косачевăн, Чăваш Республикин тĕп хулин Хисеплĕ гражданинĕ, экономика наукин кандидачĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн Илья Прокопьевăн тав çырăвĕсене вуласа панă. Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава саламланă. «Яланах пĕрле пулăпăр, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн ĕçлĕпĕр, пĕтĕмпех йĕркелĕ пултăр тесе Турăна кĕл тăвăпăр. Турă Сире пехиллетĕр», - тенĕ хăйĕн саламĕнче. Чăваш Енри мăсăльмансен ячĕпе Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Обществăлла палата членĕ, Чăваш Ен муфтийĕ Альбир Крганов саламланă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьева чĕререн тухакан ырă сăмахсем каланă. Турă Сире яланах пăхса пурăнтăр, пиллĕк çул хушшинче Чăваш Республикинче сахал мар ĕç пурнăçланине палăртнă. Туслă пурăнма вĕрентекен республика пулнине каланă.  Малашне те çак тупрана упраса пурăнма, республика ырлăхĕшĕн Турăпа пĕрле пулма сĕннĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре пурăнакансене пурне те суйлавçăсене чĕререн тав тунă. Кун пек суйлав 14 çул каялла иртнине асăннă. Хальхи суйлавра унпа пĕре суйлав вăхăтĕнче пĕр шухăш-кăмăллă пулнă Чăваш Енре пурăнакансене  чун-чĕререн тав сăмахĕ каланă: «Суйлава хатĕрленсе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» команди Чăваш Республикинче пурăнакан мĕнпур халăха пĕрле пулма чĕнсе каларĕ. Çак ĕçре йĕркеленчĕ Халăх программи. Патшалăх политикине упраса хамăрăн çул-йĕре тĕрĕс тытса пыни - Чăваш Республикин аталанăвĕн шанăçĕ. Республика иртнĕ çулсенче пуçарнă пысăк улшăнусем малалла аталанса пырĕç. Паянхи тăнăçлă та вăйлă республикăра кашни çынăн социаллă ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă май эпĕ хамăн тăван халăх, çуралнă Çĕршыв умĕнчи пысăк  яваплăха туллин туйса тăратăп. Эпир хамăрăн тăван халăха юрататпăр  шанатпăр! Пирĕн ĕмĕт-шухăшсен вăйĕ, пĕрлĕх вăйĕ ăнăçусем патне илсе çитерессе ĕненетĕп! Чи кирли - чунри ĕненÿпе, шанăçпа, çынсен пурнăç шайне лайăхлатассишĕн ырă шухăш-кăмăлпа ĕçлени. Хаклă туссем! Малалли пилĕк çул мĕнле пуласси, эпир мĕнле аталанса пырасси, хамăрăн юратнă ачасем валли мĕн хăварасси паян пирĕнтен нумай килет. Эпир пĕр команда, пирĕн пĕр тĕллев: эпир вăй илсе пыракан Чăваш Енре, юратнă та вăйлă Раççейре пурăнасшăн. Чăваш Ен - уçă та тараватлă регион. Пирĕн - пĕрле пурăнмалла, пĕрле малалла аталанмалла», - тенĕ хăйĕн тав сăмахĕнче. Тĕплĕнрех



21 сентября 2015
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter