Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Анатолий Аксаковпа тĕл пулнă

 


Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Анатолий Аксаковпа тĕл пулнă. Анатолий Аксаков Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева суйлавра çĕнтернĕ ятпа саламланă, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев «Справедливая Россия» партирен тăратнă кандидат суйлав вăхăтĕнче хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçнине асăннă. Малашне те ĕçре пĕр-пĕрин сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕçлесси пирки шантарса каланă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Анатолий Аксаков та республикăшăн витĕм кӳнине палăртнă, уйрăмах, предпринимательсен тытăмĕнче пулăшупа тивĕçтернине асăннă. «Эсир пулăшнипе, ыйтусене вăхăтра татса панăшăн, пирĕн предпринимательсем сире тав тăваççĕ», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Анатолий Аксаков калаçăва малалла тăснă май, Чăваш Енре экономика енĕпе актуаллă ыйтусемпе çыхăннă ĕçлĕ канашлу ирттерме палăртса хуни çинчен пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



21 сентября 2015
00:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter