Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Моторинпа тĕл пулнă

 


Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Моторинпа тĕл пулнă. Регион Ертӳçи Иван Моторина Чăваш Ен Правительствине малалла та ертсе пыма сĕннĕ. «Эпир Сирĕнпе пĕрне-пĕри шанса, ĕненсе ĕçленĕ. Сирĕн кандидата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне тăратассине плана кĕртнĕ. Эпĕ Сире шанатăп. Ĕçлеме пултаракан Чăваш Ен Правительствин çĕнĕ йышне пĕрле суйласа лартăпăр», - тенĕ вăл.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çакăн пекех, суйлавçăсем тăратнă ыйтусене те пурнăçа кĕртесси пирки палăртнă. «Пирĕн малашне Чăваш Ен экономикине, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе тата та икĕ хут ытларах ĕçлеме тивĕ», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Иван Моторин Михаил Игнатьева хăйне шаннăшăн тав тунă. «Эсир лартнă тĕллевсене хамăрăн çĕнĕ ушкăнпа туллин пурнăçлăпăр.  Суйлав вăхăтĕнче халăха хамăр шантарнă тивĕçсене пурнăçа кĕртме тăрăшăпăр», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев малашлăхра Чăваш Республикин стратегийĕ йĕркеленессине каланă, ăна валли тĕллевсем лартмаллине палăртнă: «Пирĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле тачă çыхăну тытса 250 млрд. кая мар инвестици явăçтарма тăрăшмалла, çынсене валли 20 пин ĕç вырăнĕ хатĕрлемелле. Финанс кризисне пăхмасăрах, кăна эпир пурнăçлама пултаратпăрах. Республикăра экономика лайăх аталантăр тесессĕн, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе курăмлă ĕçлеттерме, тивĕçлĕ ĕç укçипе çынсене тивĕçтерме пирĕн çакăн пек пысăк ĕçсене пурнăçламалла», - палăртса хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



21 сентября 2015
10:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter