Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Александр Башкиров хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳçине муниципалитетра ача садне хута ярас ĕç хĕрӳ пынине пĕлтернĕ. Строительство ĕçĕ графикпа килĕшӳллĕн пурнăçланса пынине каланă. Палăртнă объекта раштав уйăхĕн вĕçĕнче ĕçе кĕртме палăртса хунине асăннă. Хутса ăшăтмалли тапхăра район кирлĕ пек шайра ĕçе йĕркелесе пынине палăртнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисем хĕллене хатĕр пулнине каланă, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем умĕнче муниципалитетăн парăмсем пачах та пулманнине пĕлтернĕ.  «Земский доктор» программăпа килĕшӳллĕн, района пурĕ 15 çамрăк врач ĕçлеме килнине ырă хыпара пĕлтернĕ, вĕсене хваттерпе тивĕçтернине каланă. Районти тĕп больницăна юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме 35 млн. тенкĕ уйăрнине асăннă. Врачсене валли те сипленекенсене валли те пур условисем те çителĕклĕ пулнине пĕлтернĕ. Вырăнти медицина пулăшăвĕн пахалăхĕпе халăх кăмăллă пулнине каланă. Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ муниципалитетра фермер ĕçĕ лайăх аталанса пынине палăртнă. «Виçĕ çул каялла пурĕ те вĕсен шучĕ виççĕпе танлашнă пулсан, халĕ вĕсем – 19-ăн. Вĕсенчен юлашки вăхăтра тăваттăшĕ патшалăх пулăшăвне те илсе савăнчĕ», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев туризм тытăмне аталантарас ыйту çине тимлĕх уйăрма сĕннĕ.  «Чăннипех те пирĕн ку ĕçе пурнăçлама пур услови те çителĕклĕ. Районти çĕрсенчен 30 проценчĕ ытла вăрман йышăнать. Ыйтăва вырăнтан хускатнă, проектсене те палăртса хунă, инвесторсене явăçтарассипе куллен ĕçлетпĕр», - тесе пĕлтернĕ регион Ертӳçине.



21 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter