Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» предприятийĕн генеральнăй директорĕпе Михаил Резниковпа тĕл пулнă

 


Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» предприятийĕн генеральнăй директорĕпе Михаил Резниковпа тĕл пулнă. Михаил Резников регион ертӳçине суйлавра çĕнтерсе  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçе йышăннă ятпа саламланă. Михаил Игнатьев предприятийĕн ĕçне пысăка хурса хакланă. Çултан çул заводăн ĕç кăтартăвĕ ӳссе пынине палăртнă.  Кунта тăрăшакансен ĕç укçи шайĕ те пысăк пулнине каланă, малашлăх заводăн кăтартуллă  пулассине  асăннă. Юлашки виçĕ çул хушшинче заводăн ӳсĕмĕ куçкĕретех пысăк пулнине палăртнă генеральнăй директор. Кунта вăй хуракансен ĕç укçин шайĕ вăтамран 27 пин тенкĕ ытла пулнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Михаил Резникова эффективлă ĕçленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Завод хăй вăхăтĕнче йывăр тапхăра тӳссе ирттерчĕ. Эсир шăпах та çак ыйтусене çийĕнчех татса пама пултартăр. Паян кунта тăрăшакансен кăмăлĕ лайăх. Малашне те предприяти лайăх аталанса пырасса шанатпăр», - тенĕ регион ертӳçи. Палăртнă завод Раççейри чи ăнăçлă аталанса пыракан паллă заводсенчен пĕри. Кунта калăпланса тухакан таварсене Раççейре кăна мар, ытти ют çĕршывсенче те лайăх ыйтнине палăртнă. Тĕплĕнрех



21 сентября 2015
17:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter