Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕпе Лев Рафиновпа тĕл пулнă

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕпе Лев Рафиновпа тĕл пулнă.  Муниципалитет ертӳçи районта юлашки виçĕ çул хушшинче лару-тăру лайăхланнине пĕлтернĕ, предпринимательлĕх сфери аталаннине каланă. Ял хуçалăх пайне çĕнĕ инвесторсем килнине палăртнă. Паянхи куна  районта 600 гектар рапс тата 100 гектар кукуруза вырса пĕтерменнине палăртнă.  Регион Ертӳçи муниципалитетра усă курман çĕрсемпе ытларах ĕçлесе пымаллине асăрхаттарнă, районта выльăх-чĕрлĕх пайне аталантарма меллĕ пулнине, пуласлăхра ял хуçалăх тытăмĕнче таварсен производство калăпăшне ӳстерсе пырассипе тăрăшмаллине палăртса хăварнă Михаил Игнатьев.



21 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter